Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев чỹк уйăхĕн 28-мĕшĕнче черетлĕ хутчен «тỹрĕ лини» ирттернĕ.
— Çынсем «тỹрĕ линире» хускатнă ыйтусем — нумай çул пухăнса пынăскерсем. Электросетьсене пăхса тăрассишĕн яваплă организацисен ĕç-хĕлне модернизацилес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май лару-тăру лайăх енне улшăнас шанăç пур. Паян регионта энергипе тивĕçтерес тытăмра сиксе тухакан çивĕч лару-тăрăва хăвăрт сирме тăрăшаççĕ. Çурт-йĕр хуçалăхĕнчи пулăшу ĕçĕсене лайăхлатас тата территорисене хăтлăх кĕртес енĕпе те пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çĕршывра коммуналлă тытăма çĕнетмелли программа хута янă. Тĕллевсене палăртнă чухне кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕн йывăрлăхĕсене шута илнĕ. Çапла майпа çĕршыв Президенчĕ халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатма лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр, — тенĕ Олег Николаев ЦУР ертỹçи Татьяна Немцева урамсене çутăпа тивĕçтерес енĕпе малашне мĕнле ĕçсем тума палăртни пирки ыйтнине уçăмлатса.
Улатăрта ача çуратмалли çурт мĕншĕн çук? Шупашкарта метрополитен пулĕ-и? Чăваш Ене Чулхулапа çыхăнтаракан кĕпер тума май çук-ши? — ыйтусем çине те республика ертỹлĕхĕ тĕплĕ хуравсем панă: «Хальхи вăхăтра Улатăрти ача çуратмалли çуртра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мĕншĕн кашни район центрĕнче ача çуратмалли çурт çук-ха? Мĕншĕн тесен пациентсем сахал. Кăткăс технологисемпе тата лайăх специалистсемпе тивĕçтерес пулсан кашни округра пĕрер çурт уçма май килмест. Хальхи вăхăтра телемедицинăпа усă курса медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пулать. Метрополитена пĕр миллионлă хуласенче çеç тăваççĕ. Шупашкарта пурăнакансен шучĕ ку хисепе халех çитмĕ-ха. Çывăх вăхăтра Чăваш Ене Чулхулапа çыхăнтаракан кĕпер хывма та та майсем çук. Ку объект строительстви питех те хаклă. Унсăр пуçне, ку объект строительстви урлă çỹрекен машина та нумай мар».
Куславкка округĕнчи Курăчкин ялĕнче пурăнакансене тăваттăмĕш уйăх ĕнтĕ шывпа тивĕçтереймеççĕ. Олег Николаев ку лару-тăрăва лайăх пĕлнине палăртнă. Строительство ĕçĕсем раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче вĕçленмелле. «Ял çыннисене шыв башнисенчен шывпа тивĕçтересси — чи кăткăс ыйтусенчен пĕри. Çак çулсенче 600 ытла башньăна çĕнетрĕмĕр», — тесе пĕлтернĕ республика ертỹçи.
«Тỹрĕ лини» вăхăтĕнче колл-центр ĕçленĕ. Унта килекен ыйтусене Снежана Тимофеева йышăннă. «Пирĕн тăрăхри кĕтỹ çỹрекен çĕрсене сутма тытăннă. Плотинăна туянаççĕ текен сăмах та сарăлчĕ. Прокуратурăна çакăн пирки пĕлтернĕ ĕнтĕ. Тен, эсир пулăшаятăр?» — тесе шăнкăравланă колл-центра Муркаш округĕнчи Катькас çыннисем. Ку ыйту Олег Николаева тĕлĕнтернĕ. «Плотинăна тата унăн çывăхĕнчи çĕрсене мĕнле майпа сутма пулать? Ку ыйтăва тĕпчетпĕр, сире пĕлтеретпĕр», — тесе шантарнă Олег Алексеевич.
Черетлĕ ыйту республикăри нумай çынна пăшăрхантарать, паллах. «Çемьесене çурт е хваттер туянма пулăшакан программăсем пур-и?» — ыйту çине хуравланă май Олег Николаев Чăваш Ен пек 5 тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерекен регион сахал пулнине пĕлтернĕ. «Эпир 8, 6 ачаллă çемьесене хваттер парса пĕтертĕмĕр. 414 тăлăха пурăнмалли лаптăксемпе тивĕçтернĕ. Ку ушкăнрисен черечĕ кĕскелсе пырать. Çавăн пекех «Çемье ипотеки», «Ял ипотеки» программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем — çемьесемшĕн пысăк пулăшу. Пирĕн тĕллев — çак мерăсене малашне те упраса хăварасси, — тенĕ вăл.
«Тỹрĕ лини» вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти шкулти инкек пирки те аса илнĕ. Çавăн хыççăн ачасен апатланăвне йĕркеленине тĕрĕслес тĕлĕшпе мĕнле йышăнусем тунă? Олег Николаев юлашки çулсенче çакăн евĕрлĕ пăтăрмахсенчен асăрханас тĕллевпе нумай ĕç пурнăçланине палăртнă. Анчах хăш-пĕр çынсем хăйсен сывлăхне тимлĕх уйăрманнине пула инкексем сиксе тухаççĕ. «Икĕ ĕçчен чирленĕрен ачасене норовирус ернĕ. Лару-тăрăва икĕ кун вĕри шыв пулманни те кăткăслатнă. Пĕтĕмлетỹсем тунă пулин те тĕпчевсем вĕçленмен-ха. Право хуралĕн органĕсен пĕтĕмлетĕвне кĕтетпĕр», — тенĕ республика ертỹçи.
Республикăра чрезвычайлă лару-тăрура хỹтлĕх тупмалли вырăнсем пур-и? «Пур», — тесе çирĕплетнĕ Олег Николаев. Пĕтĕмпе 140-е яхăн объект шутланать. Вĕсене пурне те шута илнĕ. Хăш-пĕрне юсамалла. Ку ĕçе çитес вăхăтра тумалла. Ялсенчен çỹп-çапа вăхăтра тиесе кайман тĕслĕх сахал мар. Коммуналлă службăсен ĕçне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тăваççĕ? Олег Николаев республикăра çỹп-çапа уйăрса тирпейлекен виçĕ станци тума палăртнине пĕлтернĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем мĕнле майпа «Паттăрсен вăхăчĕ» проекта хутшăнма пултараççĕ? Вĕсен ачисем валли мĕнле пособисем пур? «Паттăрсен вăхăчĕ» проектăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнас текенсене пухма пуçланине пĕлтернĕ Олег Николаев. Проект сайтĕнче заявка хатĕрлемелле. Пособисем пирки Чăваш Республикин Ĕç Министерствин сайтĕнче, муниципалитетсенчи координаци центрĕсенче, «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» фондра тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.
Ял çыннисене яланхи пекех сĕт хакĕ пăшăрхантарать: «Пирĕн республикăра 25-26 тенкĕпе пухаççĕ. Юнашар регионсенче вара — 46 тенкĕпе». «Кăçал сĕт пĕлтĕрхинчен хаклăрах. Хушма хуçалăхра сĕт туса илекенсенчен 26 тенкĕпе пуçтараççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен таварĕн хакĕ 45 тенкĕрен те иртет. Ку уйрăмлăх сĕт пахалăхĕпе çыхăннă», — тесе ăнлантарнă Олег Николаев. Вăл çавăн пекех хушма хуçалăх тытакансен хăйсен ĕçне йĕркелекенсем пек регистрациленсен чĕр тавар хакне ỹстерес шанăç пуррине палăртнă.
«Халăха лайăххине мĕн сунатăр?», — ыйту çине Олег Алексеевич: «Йăх-несĕлсем парса хăварнă ырă йăла-йĕркене упрама, хаклама сунатăп. Тăван чĕлхене, культурăна аталантарса пырар.Çавна май кашни çыннăн хăйĕн ĕçĕнче профессионал пулмалла, нихăçан та пуç усмалла мар. Пĕрле пулсан вара эпир нумай йывăрлăха парăнтарма пултарăпăр», — тесе хуравланă.
Олег Николаев тỹрĕ эфирта граждансен 35 ыйтăвĕ çине хурав панă. Пĕтĕмпе вара тĕрлĕ каналпа 661 ыйту йышăннă — вĕсенчен нихăшĕ те хуравсăр юлмĕç.