Видеовăйăсемпе кăсăкланни пулас профессие çул хывмашкăн та пулăшма пултарать.
Пĕтĕм Раççейри «Цифра урокĕ» акципе килĕшỹллĕн раштав уйăхĕн 2-22-мĕшĕсенче «Хула кочĕ: технологи — юхăмра» темăпа вĕренỹ иртет. Акционерсен «Цифра экономики» коммерциллĕ мар обществи çулсерен йĕркелекен проекчĕ нумай çĕннине пĕлме май парĕ. Тĕслĕхрен, вĕренекенсем такси сервисĕн тĕслĕхĕпе усă курса искусствăлла ăс-хакăлпа машина вĕренĕвĕ хула тăрăх хăвăрт тата çăмăллăнăн куçма май панине пĕлĕç. Кунтах пĕрлехи çул юлташĕсене тупма та пулăшĕç.

