Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хамăрăннисен енне виçĕ кун шунă

Хамăрăннисен енне виçĕ кун шунă

Ятарлă çар операцийĕнче службăра тăракан чăваш салтакĕ черетлĕ заданинче ураран амансан çапăçу хирĕнчен виçĕ кун апатсăр-шывсăр хамрăннисен енне шуса çитни пирки хыпарлакан видеороликпе чылай маларахах паллашнăччĕ Интернет уçлăхĕнче. Унта хушаматне-ятне, хăш округран пулнине палăртманччĕ.

Каярах çак паттăр хамăрăн ентеш — Елчĕк каччи Александр Григорьев пулнине пĕлтĕмĕр. Çак кунсенче вара салтакпа хăйĕнпе курса калаçма тỹр килчĕ. Ентеш-салтаксем округ чысне яланах çỹлти шайра тытнăшăн, Тăван çĕршыва юратаслăхпа, хăюлăхпа тата паттарлăхпа палăрнăшăн чун савăнать паллах. Çакăн евĕр çынсем пуртан пирĕн çĕршыв çирĕп! Вĕсен паттăрлăхне пула Раççей ĕмĕрĕпех хăйĕн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхне çỹллĕ шайра упрать, хăй çине ыткăнакан тăшмансене çĕнтерсе пырса малаллах аталанать.

Александрпа курса калаçнă хыççăн тарăн шухăша кайрăм. Мĕн тери пысăк çирĕплĕх, вăй, хăват çак вăтам пỹ-силлĕ сăпайлă чăваш ачинче! Унăн калаçăвне итленĕ май ман ума совет писателĕ Борис Полевой çырнă «Повесть о настоящем человеке» хайлаври Маресьев сăнарĕ тухса тăчĕ. Пурнăçран илнĕ тĕслĕх. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Новгород облаçĕнчи «Демьянск хуранĕ» районĕнчи 1942 çулхи апрельти хĕрỹ çапăçусен вăхăтĕнче хăйĕн Ю-52 самолетне фашистсем персе лектернĕ хыççăн икĕ уринчен те аманнă совет летчикĕ самолетне фронт линийĕ урлă хамăрăн территорине илсе çитерме пултарнă, вăрманта анса ларма шутланă. Анчах та самолет 30 метр çỹллĕшĕнчен вăрмана — хыр тăррине персе аннă, Алексей кабинăран тухса ỹксе тарăн кĕрт ăшне чăмнă. Маларах кăшт утса, аманнă урисем шыçнă май каярах шуса, умри мĕн пур йывăрлăха çĕнтерсе летчик хамăрăннисен енне 18 кун шунă…

Ку тĕслĕхре 18 кун мар пулсан та, 3 кун апатсăр-шывсăр дрон тата ытти хĕç-пăшал персе тăнă çĕрте шуса хамăр енне çитсе ỹкме пултарни пĕр енчен тĕлĕнмелле паттăрлăх, тепĕр енчен пысăк тĕлĕнтермĕш. «Турă упранă, хăват панă сана. Турра ĕненетĕн пуль?» — ыйту çине Александр çапла хуравларĕ: «Унта теме те ĕненетĕн». Çак виçĕ кун хушшинче пĕтĕм пурнăç куçĕ умĕпе шуса иртнине палăртать салтак.

Ятарлă çар операцине кăçал çулталăк пуçламăшĕнче январĕн 9-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă вăл. Ятарлă çар операцине хутшăнасси пирки тăванĕсене каяс умĕн анчах пĕлтернĕ.

— Ун чухне аппа килне мĕн пур тăван «çĕнĕ пỹрт ĕçкин» уявне пуçтарăннăччĕ. Малтанах шанмарĕç мана, контракт çирĕплетнине ĕнентерекен хута курсан анчах ĕненчĕç. Паллах, пăшăрханса ỹкрĕç… — аса илет Александр.

— Мĕн хистерĕ сана контракт çырма?

— Иртнĕ çул кĕркунне сентябрь пуçламăшĕнче хамшăн пурнăçра чи çывăх çын пулнă, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пурнăçран уйрăлнă Сергей Миллина юлашки çула ăсатрăмăр. Вăл мана спортпа туслă пулма, футболла тата хоккейла выляма, чăн-чăн арçын пулма вĕрентнĕ, манра ачаран патриотизм туйăмне вăратнă. Октябрь вĕçĕнче тепĕр юлташ — Каркаларта çуралса ỹснĕ Владимир Орлов паттăррăн пуç хучĕ. Вĕсем пурнăçран уйрăлни маншăн пысăк çухату пулчĕ. Манăн иккĕмĕш-виççĕмĕш сыпăкри тетесем те — çар çыннисем, вĕсемпе çыхăну тытсах тăнă. Çакă тата ытти тĕслĕхсем хистерĕç контракт çырма.

Йĕкĕте чи малтан Самара хулине илсе кайнă, январь вĕçĕнче вара — Украинăна. Кунта 2 эрне хатĕрленĕ хыççăн Авдеевка хулине штурмлама хутшăннă вĕсен чаçĕ. Штурмовиксем — тăшмана тапăнса ял-хулана, тĕрлĕ объекта туртса илекенсем.

— Украинăна çитсенех çар ĕçне вĕреннĕ вăхăтрах 2 кун хушшинче блиндаж туса хума ĕлкĕртĕмĕр. 2 талăк уçă сывлăшра çывăрнă хыççăн кунта тỹрех хỹтĕ пулнине туйса илтĕмĕр.

Кунта салтаксене автомат-пулеметран, гранатометран тĕл пеме, хĕç-пăшалпа алă вĕççĕн çапăçма, хăй е юлташĕ амансан пĕрремĕш медпулăшу пама вĕрентнĕ. Хатĕрленỹ хыççăн февраль пуçламăшĕнче Авдеевкăна илсе кĕнĕ вĕсене. Операци тĕллевĕ — çак хулана тăшманран тасатса ирĕке кăларасси.

— Пĕрремĕш задани асра. Мана 5 çынран тăракан ушкăн командирĕ пулма çирĕплетрĕç, кашни ушкăнăн — хăйĕн ĕçĕ. Неонацистсем асăрхасран пĕшкĕнсе малалла ыткăнатпăр. Камикадзе дронсем пуç çĕклеме памаççĕ. Салтакăн темле пулсан та задание пурнăçламалла. Çав вăхăтрах лару-тăру пирки раципе пĕлтерсе пымалла. Дронсем рациллĕ çынна тỹрех «асăрхаççĕ». Хушнă тивĕçе кирлĕ пек пурнăçларăмăр — палăртнă çурта штурмласа снайперпа пулеметчика тыткăна илтĕмĕр, — çапăçусен вăхăтне аса илет Александр.

Февралĕн 14-мĕшĕнче салтаксем черетлĕ задани илнĕ. Авдеевкăри коксохими завочĕ умĕнче йывăçсен ретĕнчи палăртнă точкăна сирпĕтмелле вĕсен. А.Григорьев командир ертсе пынипе 8 сехет тĕлне вырăна çитнĕ ушкăн. Александр çумне дрон сырăннă.

— Мана 10 минут йĕрлерĕ. Пĕлместĕп мĕнле, вăл персе ярас вăхăта туйса хыçри кутамккана вăхăтлă сывлăша ывăтса яма ĕлкĕртĕм — дрон ун çине сирпĕннĕрен сывă юлтăм. Çапах та ванчăкĕ урана тăрăннăран утайми пулса лартăм. Малтанах утаймастăп та, шăваймастăп та. Нимĕн те ыратмасть. Урана ăшă пулса кайнине анчах туйрăм. Мана курсан Муркаш ачи чупса килсе сурана хăвăрт çыхса ячĕ те малалла чупса кайрĕ. Ман куç умĕнчех сывлăша сирпĕнсе пурнăçран уйрăлчĕ вăл. Хăй вилчĕ пулсан та ман пурнăçа упраса хăварчĕ. Кăштахран асăрхаса Комсомольски округĕнчи юлташ ачи Александр Петров чупса килчĕ ман пата. Урăх ушкăнраччĕ вăл. Кĕске вăхăтра мана хỹтĕ вырăна — йăваннă 2 йывăç айне сĕтĕрсе кайса вырттарма ĕлкĕрчĕ. Пур енчен те переççĕ. Саша та ман çумма йывăç айне пытанчĕ. Тĕрлĕ хĕç-пăшалтан печĕç пирĕн енне, лектереймерĕç. Дрон та асăрхарĕ. Пĕр хускалмасăр выртрăмăр, кăштах анчах хускал — тỹрех персе ярать вăл. Шăп пĕр сехете яхăн йĕрлерĕ, кайран çухалчĕ. Эп юнпа пĕвеннĕ, вилнĕ терĕç пуль пире, хăпрĕç. Мĕн пулнине, мĕн сыхланине хамăр та ăнланаймарăмăр.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code