Мăшăрĕшĕн чи шанчăклă упăшка вăл, ачисемшĕн — чи лайăх атте. Хаçатăн паянхи хăни — Çуткỹл ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Эдуард Доброхотов. Вăл — «Веста» автошкулăн директорĕ.

Эдуард 1985 çулхи январĕн 6-мĕшĕнче Çуткỹл ялĕнче Владимирпа Александра Доброхотовсен çемйинче çуралнă. Çемьене чи малтан Валерий килнĕ — вăл 1980 çулта кун çути курнă.
Эдуард ултă çул тултарсан шкула кайнă. Аслă классенче Курнавăшри лицей класĕнче вĕреннĕ вăл. Шупашкарта пурăнма пуçласан хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. 2022 çулта вара маларах асăннă автошкулăн ертỹçи пулма çирĕплетнĕ ăна. Тĕп хуларах Эдуард пулас мăшăрĕпе — Вăрмар хĕрĕпе Наталийăпа паллашнă. 2013 çулта çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере çуралса ỹснĕ Наталия. Ашшĕ — Николай Трофимович Петров — маларах строительство организацийĕнче механизаторта, кайран уйрăм пайтаçăра, амăшĕ — Галина Николаевна Вăрмар ялĕнчи вăтам шкулта 37 çул кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшнă.
Доброхотовсен килĕшỹллĕ çемйинче пĕрин хыççăн тепри 2 хĕр те 1 ывăл вĕçсе килнĕ: Дария, Ксения, Александр. Асли 10, вăталăххи — 7, кĕçĕнни 2 çулта. Аслисем Шупашкарти 5-мĕш гимназире пĕлỹ илеççĕ.
— Ашшĕ-амăшĕн телейĕ, паллах, ачасенче. Кану кунĕсене, уявсене çемьепе ирттересси, пĕрле уçăлма çỹресси, циркра, зоопаркра е ытти вырăнта пуласси йăлана кĕнĕ пирĕн. Хушăран Хусан хулинче вырнаçнă аквапарка та çитсе килме тăрăшатпăр. Çакă çемьери туслăха тата та çирĕплетме пулăшать, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассинче ырă витĕм кỹрет.
«Виçĕ çулхи ывăл ашшĕне, виçĕ çулхи хĕр амăшне пулăштăр», — теççĕ халăхра. Ачасем мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе ỹсеççĕ. Пурнăçра пĕр-пĕрне хавхалантарса, тĕревлесе пыни чи кирли пулнине пĕлтереççĕ Доброхотовсем. Çав вăхăтрах ачасене кулленхи ĕçе хутшăнтарса пыма, çăкăр хакне туйса ỹсме пулăшса пыраççĕ. Ачасем ытларах ашшĕ çумне туртăнсан та ывăл ашшĕнчен, хĕрсем вара ытларах амăшĕнчен вĕренсе ỹсеççĕ. Хĕрарăм пурнăçа ачашлăх, çепĕçлĕх кĕртет, кĕçĕннисене тасалăхпа тирпейлĕхе хăнăхтарать. Дарийăпа Ксения шăллĕне пăхса-асăрхаса тăма та хутшăнаççĕ. Эдуардăн мăшăрĕ Наталия Россреестр тытăмĕнче çĕр ыйтăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ пулса тăрăшать, халĕ декрет отпускĕнче — кĕçĕн ачине пăхать.
Хула пурнăçĕнчен канмалла Доброхотовсем час-час тăван ялта Çуткỹлте пулма тăрăшаççĕ. Кунта вĕсене Эдуардăн асламăшĕ Валентина Петровна куç пек кĕтсе тăрать. Вăл, 1936 çулта çут тĕнчене килнĕскер, пурнăçĕнче сахал мар хура-шур курнă. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра тăрăшнă хĕрарăм. Валентина Петровна мăшăрĕпе Гурий Германовичпа пĕр ывăл — Владимир — çитĕнтернĕ. Шел пулин те, Валя аппан мăшăрĕ ир — 1983 çултах пурнăçран уйрăлнă. Пурăннă вăхăтра чылай хушă ялти лавккара сутуçăра тăрăшнă вăл.
Мĕн çамрăкран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ хĕрарăм чылай çул йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă: ĕне, сурăхсем, сысна, кайăк-кĕшĕк… Пушă вăхăтне те вăл алсиш-нуски çыхса ирттернĕ, вĕсене мăнукĕсене тата кĕçĕн мăнукĕсене парнеленĕ.
— Ватлăхра сывлăха уйрăмах упрамалла. Хистесех выльăхĕсене сутма ыйтрăмăр. Алсиш-нускине çыхнă чухне те юн пусăмĕ ỹсет, ỹкĕтлесех çыхма чартăмăр. Ку çулсенче лăпкă та канăçлă пурнăç кирлĕ асаннене, — каласа парать çывăх çынни пирки Эдуард Владимирович.
Асламăшне пулăшсах тăраççĕ мăнукĕсем: çĕр улми лартма-кăларма, пахча çимĕç лартса ỹстерме (вĕсен лаптăкне те чакарнă), картишне тата çурт умне юртан тасатма тăван яла час-час килсе çỹреççĕ. «Чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр асаннене, вăл пурришĕн шăпана тав тăватпăр», — тет Эдуард. 2 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать паянхи кун Валентина Доброхотова.
Эдуардăн ашшĕне — Владимир Гурьевича вара округра пĕлмен çын сахал пуль. Ырă та парахатарлă ĕçĕпе вăл халăх хисепне çĕнсе илнĕ. 1959 çулта çут тĕнчене килнĕскер шкул хыççăн Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе агроном профессине алла илнĕ. 2 çул çар ретĕнче службăра тăнă хыççăн «Урожай», «Заря» хуçалăхсенче механизатор, бригадир, агроном пулса тăрăшнă. Агрономра анчах 17 çул ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Культура çуртĕнче те чылай çул вăй хурать Владимир Гурьевич, пĕр хушă Вырăскасси ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Шанăç» халăх фольклор коллективне те ертсе пынă. Халĕ Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕ вăл. Пултаруллă ĕçчен 2019 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ те хисеплĕ арçын.
— Атте халь урăх çемьепе пурăнать пулсан та унпа тата унăн çĕнĕ çемйипе ырă хутшăнусене çухатмастпăр, — пĕлтерет Эдуард.
Амăшĕ Александра Андреевна çамрăк чух педагог профессине суйланă, чылай çул ача садĕнче тăрăшнă. Шупашкарта пурăнать, ачисемшĕн пысăк тĕрев вăл.
— Пурнăçра саншăн кам ырă тĕслĕх? — ыйтатăп 4 теçетке çула çывхаракан арçынран.
— Тĕслĕх вырăнне чи малтанах асаннене палăртас килет. Вăл мана пурнăç илемне курма вĕрентрĕ, пурнăçра ăшăлăхпа ырăлăх парнелерĕ. Аттепе аннене те чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Этемлĕхĕн ырă енĕсене ăша хывма пулăшрĕç вĕсем. Çавăн пекех кукаçи Андрей Матвеевич Иванов асăмран тухмасть. Çуткỹл шкулĕнче истори, географи предмечĕсене вĕрентнĕ, шкул директорĕ пулнă вăл. Шашкăлла пит лайăх вылятчĕ (мана та юратма хăнăхтарчĕ спортăн çак тĕсне), ку енĕпе çитĕнỹсем те тунă вăл.
— Пурнăçра чи кирли çирĕп çемье пулнине палăртать Э.Доброхотов.
— Вăл çирĕп пулнăран эпир вăйлă, хỹтлĕхлĕ. Çемьесем тĕреклĕ пулсан çĕршыв та вăйлă, çирĕп, — тет вăл.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Доброхотовсен туслă çемйи.