Четверг, 23 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Чи лайăх староста

Чи лайăх староста

Ырă хыпар илтĕмĕр: Патреккел ялĕн старости Борис Борисов республика шайĕнчи 100 ытла çын пурăнакан ялсен старостисен хушшинчи «Лучший староста сельского населенного пункта Чувашской Республики» конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.

Староста ялти çитменлĕхсене курса тата пĕлсе тăрать, тĕрлĕ ыйтăва татса парас тата тĕллевсене пурнăçлас ĕçе активлă хутшăнать. Вăлах халăхпа влаçа çыхăнтараканни те. Çак обществăлла ĕçе пурнăçлама ял çыннисем яваплăха туякана, халăх хушшинче хисеплĕ, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракана суйлаççĕ.

Борис Борисов ял старостинче 6-мĕш çул тăрăшать. Çак тапхăрта хăй халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарнине лайăх çирĕплетсе пачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code