Елчĕк округĕн волонтерĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патĕнче черетлĕ гуманитари пулăшăвĕпе пулчĕç.

Тĕмер ялĕнчи Николай Муллин ертсе пынă ушкăнпа хальхинче Раççей Федерацийĕн Геройĕн Н.А.Петровăн ашшĕ Алексей Петров та инçе çула çитсе килнĕ. Чăваш Енри Шалти ĕçсен ветеранĕ маларахах ывăлĕ çапăçнă çар чаçĕнче, унăн юлташĕсемпе тĕл пулма ĕмĕтленнĕ.
Харьков направленийĕнчи мухтавлă бригада кăмăлтан кĕтсе илнĕ чăвашсене. Хумхануллă тĕл пулура офицерсем те, салтаксем те Николай Петров çинчен ырăпа аса илнĕ, вăл юратнă командир тата паттăр хỹтĕлевçĕ пулнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетнĕ. Пĕр тĕслĕхре Николай çар тумĕсĕр тăшман енне каçса, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулса çапăçу вăхăтĕнче тăрса юлнă юлташне илсе тухма пултарнă. Çак пĕр тĕслĕх хăех нумаййи çинчен, каччă мĕн тери пысăк чунлă пулни пирки калать. Çакăн евĕр мухтава тивĕç ĕçсем нумай пулнă салтакăн. Çар чаçĕн командованийĕ Алексей Витальевича ывăлне тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав тунă.
Хĕрỹ вырăнтан таврăнсанах Николай Анатольевичпа Алексей Витальевич Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Кунти тăван тавралăх музейне ырă шухăшсене палăртса алă пуснă чăваш ялавне тата боецсен тĕрлĕ паха экспонатне панă.
— Çар чаçне çитсен ывăлăн ялан пĕрле пулнă çывăх юлташĕпе — Элĕк районĕнчи Евгенийпе курса калаçма тỹр килчĕ. Темрен пысăк телей пулчĕ маншăн çакă, çăмăл мар хуйха кăштах та пулин лăплантарма хăват тата эпир ку тĕнчере пысăк хỹтлĕхлĕ пулнине туйма май пачĕ. Хамăр та пушă алăпа каймарăмăр. Килте ятарласа сысна пусса сало хатĕрлерĕмĕр. Çавăн пекех кĕске вăхăтра маскировка сеткисем çыхса тата ытти енĕпе пулăшнă Тỹскел ялĕн халăхне, Елчĕк шкулĕн коллективĕпе кунта вĕренекенсене, Илья Григорьев уйрăм пайтаçăна, «Men’s club» членĕсене, çывăх мар çула пилленĕ Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятельне Силуан аттене, пулăшу аллине тăснă мĕн пур халăха чун-чĕререн ырă сăмах калатăп. Мăшăрăм Олеся çыхнă 5 çăм чăлха Николайăн юлташĕсене тиврĕ (шăпах 5 тусĕ хутшăнчĕ тĕл пулăва). Тав пурне те. Çапла майпа эпир пурте çĕнтерĕве пысăк тỹпе хыватпăр. Генераторсем, окоп çуртисем, апат-çимĕç, тумтир, ачасен çырăвĕсем… салтаксемшĕн кашни япала вырăнлă пулчĕ, — хыпарларĕ Герой ашшĕ Алексей Витальевич.
Сăн ỹкерчĕкре: Алексей Петров (варринче) пулăшу аллине тăснă «Men’s club» членĕсемпе — Игорь тата Андрей Михайлов юлташĕсемпе пĕрле.

