Нумаях пулмасть Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче тĕплĕ юсав хыççăн хальхи требованисене тивĕçтерекен тĕслĕхлĕ библиотека уçăлни çинчен çырнăччĕ. Халĕ Яманчỹрелсен те пысăк савăнăç.
Кунта пысăк юсав ĕçĕсем хыççăн культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене çĕнĕрен уçнă. Унăн ĕçченĕсем ăна яланах тĕрĕс-тĕкел тытса тăма тăрăшнă пулсан та, клуб 40 çул «кĕтнĕ» çакна. Халĕ ĕнтĕ йăлтах çĕнĕ: çурт тăрри, урай, ăшă пăрăхĕсем, алăксем… Контрактпа çирĕплетнĕ 5989468 тенке пĕтĕмпе расхутланă. Унсăр пуçне, «Культура» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, учреждени тĕрлĕ музыка оборудованийĕпе пуянланнă.
Тĕпрен çĕнелнĕ культура вучахне уçма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Марина Демьянова, округ депутачĕ Владимир Рахмуллин тата Лаш Таяпа территори пайĕн начальникĕ Светлана Ермакова хутшăннă.
— Культура çурчĕ яланах тулли-кăмăл туйăмпа пуçтарăнмалли вырăн пултăр, — палăртнă В.Николаев. — Унта яланах килсе тăрасах килтĕр. Вучахĕ нихăçан та ан сỹнтĕр.
Ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем — Татьяна Васильевăпа Ирина Воронова унччен те, юсав тапхăрĕнче те ĕçĕн ăнăçулăхне пысăк тỹпе хывнă. Вĕсем уява пуян программа та хатĕрленĕ: территори пайĕн тата Елчĕкри культура çурчĕн сцена ăстисем халăха илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă.