Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ:
— Çемье сывă обществăпа хăватлă патшалăх йĕркелемелли никĕс шутланать. Çемье — ĕлĕкхи хаклă тупра, вăл ăс-хакăлпа культура йăлисене упрать, ăрусене пĕрлештерет. Çемье институтне çирĕплетме тата аталантарма лайăх майсем туса парасси, çемьесене пулăшу парасси, демографи политикине аталантарасси, амăшлăхпа ачалăха пулăшасси республика Правительствин тĕп çул-йĕрĕн шутĕнче.
Демографи политики çивĕчленни вăрттăнлăх мар: ача çуратасси чакса, çын вилесси ỹссе пырать.
Асăннă проблема тĕрлĕ шайри власть органĕсене те пăшăрхантарать. Шăпах Саранск хулинче федерацин Атăлçи округĕнчи патшалăх влаçĕн саккунсем йышăнакан органĕсен çумĕнчи çамрăксен парламенчĕсен ассоциацийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов та хутшăннă.
«Ача çуратассине ỹстермелли майсене анлăлатасси — çĕршывшăн та пĕлтерĕшлĕ ыйту», — палăртнă округри полпред çумĕ Олег Машковцев.
Раççейре ача çуратассин коэффициенчĕ хальлĕхе «1,4» кăтартуран кăшт çеç пысăкрах. Малтанхи вырăнтан кайма тивнĕ, хăйсен ĕçне килте пуçарнă амăшĕсем патшалăх хỹттине туйса тăччăр тесе социаллă страховани тытăмне çĕнетме сĕннĕ, çамрăксене ача çуратма шиклентерекен йывăрлăхсене сирмелли майсене тишкернĕ. Сăмахран, хăш-пĕр регионта декрет отпускĕ илсен çамрăк специалист статусне, унпа пĕрлех саккунпа пăхса хăварнă çăмăллăхсене çухатаççĕ — ку ыйтусене татса памалла.
Çавăн пекех унта çамрăк çемьесене пăшăрхантаракан ытти ыйтусене те сỹтсе явнă: пурăнмалли вырăн ыйтăвне татса парасси, студентсен çемйи хушăнсан пĕлỹ тỹлевсĕр илме май тăвасси, амăшне тата ачине медицина пулăшăвĕ парасси, ача садне çỹреме вырăн уйăрасси…

