Четверг, 23 января, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçчен çемье

Ĕçчен çемье

Яманчỹрел ялĕнче пурăнакан Волковсем пирки ял çыннисем пурте вĕсем ĕçчен çемье пулнине çирĕплетсех калама пултарĕç.

Кил хуçи — Александр Николаевич тăван хуçалăхра нумай çул зоотехникра, осеменаторта, ветеринарта тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе ят-сума тивĕçнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне ертсе пынă çак çынран сĕтпе аш-какай продукцийĕсене туса илессине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пырасси те, паллах, нумай килнĕ.

Александр Волков хальхи вăхăтра патшалăх программипе килĕшỹллĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен пулса регистрациленнĕ май килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлет.

— Ял çыннишĕн çĕнĕ ĕç мар çакă — мĕн çамрăкран тытăнсах килте нумай выльăх-чĕрлĕх усрама хăнăхнă эпир. Хальхи вăхăтра вара хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тăвакансене патшалăх та тĕрлĕ енлĕн пулăшать. Пур майсемпе мĕншĕн усă курас, ĕçлес мар? — тет Александр Николаевич.

Май пулнипе усă курса Волковсем те нумаях пулмасть çĕнĕ йышши Беларус 82.3 трактор туяннă.

Ашшĕ выльăх-чĕрлĕх «чĕлхине» лайăх ăнланать пулсан, ывăлĕ — Евгений вара техника енĕпе ăста специалист пулнине çынсем хăйсем курса ĕненеççĕ. Чăваш патшалăх аграри университечĕн механизаци факультетĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк малтанхи вăхăтран тытăнсах пурнăçне ялпа çыхăнтарма тĕв тытнăран та пулĕ, пĕр иккĕленсе тăмасăрах тăван хуçалăха таврăннă, механизаторта ĕçлеме пуçланă. Тракторист-машинист, хальхи вăхăтра пушшех, ялта ылмаштарма май çук, питех те кирлĕ специалист шутланать.

Техника ĕмĕрĕнче кĕреçе-сенĕкпе çĕре ĕçлесе хатĕрлекен çукпа пĕрех ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ялта хушма хуçалăхпа пурăнакансен кашнийĕн тенĕ пекех хăйĕн мотоблок е тата ытти техника пур. Нумайăшĕ вĕсене, паллах, лавккаран туянать. Евгений Волков пек маçтăрсем вара, халăх хушшиче вĕсене «Кулибинсем» теççĕ, хăйсемех ăсталама пултараççĕ. Çемьен самаях пысăк çĕр лаптăкĕ пулнăран, выльăх апачĕ валли усă куракан культурăсене акнă-лартнă чухне усă курма кирлĕ чылай агрегата Евгений хăй аллипе «чун кĕртет». Пахалăхлă тимĕртен ăсталанă, сăрласа тĕс кĕртнĕ оборудованисене лавккара сутаканнисенчен уйăрса та илеймĕн.

Юратнă ĕçпе хавхаланнă çамрăкăн пикеннĕ кирек хăш ĕçĕ те ăнса анчах пырать. Май пур таран ялта пурăнакан ытти çынсене те вĕсен чăхăмланă техникине «чун кĕртме» пулăшать.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code