Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта ачасен «Акварель» театрне чысланă.
Пултарулăх коллективĕ округри шкулсен çумĕнчи театрсен конкурсĕнче çĕнтерсе республикăри 353 ушкăн хушшинче финалистсен йышне кĕнĕ. Çак çитĕнỹпе сцена ăстисене округ пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Владимир Николаев тата шкул директорĕ Лариса Васильева саламланă, «Çитĕннисем — ачасене» ыркăмăллăх акци тивлечĕпе 26 тĕрлĕ сцена костюмĕ парнеленĕ. Унта — юмахри сăнарсен, литература геройĕсен, çар çыннисен тумĕсем.
«Асам» фестиваль-конкурсра жюри уйрăм çамрăк артистсен ăсталăхне те хакланă. 7 «а» класра вĕренекен Алексей Молодов, палăртма кăмăллă, «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире çĕнтернĕ. Владимир Арсеньевич ăна диплом, статуэтка тата гитара парса чысланă.
Культурăпа искусствăра шанăç кỹрекенсем «Евгений Онегин и двое из 9 «б» спектаклĕн пĕр сыпăкĕпе паллаштарнă.