Понедельник, 17 ноября, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ветерансем канашланă

Ветерансем канашланă

Елчĕкри тĕп вулавăшра округри ĕç, вăрçă, право тата Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсен ертỹçисен пленумĕ иртнĕ.

Унăн председателĕ Елена Петрова кăçалхи ĕçсем çинче чарăнса тăнă, малашлăхри тĕллевсене палăртнă. Вырăнсенчи хастарсем — Николай Павлов, Антонина Александрова (Елчĕк), Валерий Кириллов (Тăрăм), Зинаида Портнова (Аслă Пăла Тимеш), Полина Львова (Шăмалак) тата ыттисем доклада чылай пуянлатнă май, ветерансен иксĕлми вăй-хал тапса тăнине куратăн. Вĕсем культурăпа спорт мероприятийĕсенче, ыркăмăллăхпа экологи акцийĕсенче, суйлав кампанийĕсенче активлăх кăтартаççĕ. Юбилярсене саламласси, çамрăк ăрупа çыхăну тытасси те вĕсемшĕн хăнăхнă пулăм. Паллах, ялсенчен килнисем пленумра çивĕч ыйтусене те çĕкленĕ.

Вырăнсенчи ветерансен ĕçĕ-хĕлĕпе территори пайĕсен администрацийĕсем мĕнле интересленни çакăнтан та курăннă: форума Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ертỹçисем çеç пыма кăмăл тунă. Аслă Елчĕкрен вара пĕр ветеран та хутшăнман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code