Четверг, 27 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем мĕнле?

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем мĕнле?

Черетлĕ çулталăк вĕçлениччен шутлă кунсем анчах тăрса юлчĕç. Çавна май отчетлă тапхăрти — 11 уйăхри кăтартусем тăрăх округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе 2024 çулта мĕнле ĕçленине маларах хак пама пулать.

Кăçалхи 11 уйăхра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 22101,3 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 236,6 тонна ытларах е 101,1 процент) сĕт, 1597,3 тонна (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 58,8 тонна ытларах е 103,8 процент) аш-какай туса илнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăммăн илсен, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, «Рассвет» ЯХПКра сĕт туса илесси — 109,4, «Победа» ОООра — 108,2, «Яманчурино» ОООра — 106, «Сатурн» ЯХПКра — 101,4, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 101,1 процент чухлĕ ỹснĕ, «Труд» ЯХПКра (87,7 процент), «Комбайн» ЯХПКра (97,2), «Прогресс» АХОра (97,9) чакнă.

Халăхран пурĕ — 808,4, çав шутран «Комбайн» ЯХПК — 520,7, «Эмметево» ООО 287,7 тонна сĕт туяннă.

Отчетлă тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕр ĕнерен мĕн чухлĕ сĕт сунă? Округĕпе илсен, вăтам кăтарту — 6527 килограмм. Чи пысăк сăвăм «Победа» ОООра — 10244 килограмм, иртнĕ çул 9872 килограмм пулнă. Отчетлă тапхăрти кăтарту 371,6 килограмм ытларах. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе «Сатурн» ЯХПК — иккĕмĕш (7945), «Эмметево» ООО — виççĕмĕш (7136).

Ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвăнакан ĕнесен хисепĕ — 2834, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче — 715, пĕтĕмĕшле илсен 3549 пуç шутланать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмпе сăвăнакан ĕнесем 19 пуç ытларах. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра ĕне выльăхсен хисепĕ 9733 пуç шутланать.

Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне мĕн чухлĕ продукци туса илнине палăртни лару-тăрăва тата уçăмлăрах çирĕплетме пулăшать. Çапла майпа округри пĕтĕм категорири хуçалăхсенче кăçалхи 11 уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 60,8 центнер (103,5 процент) аш-какай, 840,4 центнер (100,8 процент) сĕт туса илнĕ. Йĕркипе каласа тухас пулсан, 5084 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан «Прогресс» АХОра отчетлă тапхăрта 100 гектар пуçне 106,7 центнер аш-какай, 651,5 центнер сĕт, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра (1837 га, аш-какай — 53,5, сĕт — 635,9), «Труд» ЯХПКра (1361 га, аш-какай — 59,7, сĕт — 647,1), «Эмметево» ОООра (2289 га, аш-какай — 42,5, сĕт — 701,4), «Яманчурино» ОООра (2591 га, аш-какай — 27,9, сĕт — 316,8), «Сатурн» ЯХПКра (1174 га, аш-какай — 52,7, сĕт — 1299,4), «Рассвет» ЯХПКра (1459 га, аш-какай — 63, сĕт — 765,3), «Победа» ОООра (1378 га, аш-какай — 189,7, сĕт — 3070,1), «Комбайн» ЯХПКра (2740 га, аш-какай — 58,7, сĕт — 844,7), «Энтепе» ОООра (1945 га, аш-какай — 23,2, сĕт — 782,7) туса илнĕ.

Отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 752 грамм (иртнĕ çулхи 11 уйăхра — 779 грамм) ỹт хушнă. Пурĕ — 3334, 100 ĕнерен 73 пăру илнĕ.

И.ГОРШКОВА,
округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code