Турхан ялĕ тесен калаçу теми пĕр тăван Турхансем — çыравçăсем е Пупинсем — ỹнерçĕсем тавра çаврăнать. Илем тĕнчинче çирĕп тỹпе хывнă Петр Пупин — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, СССР Ỹнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. Республикăри нумай паллă çыннăн бюстне, портретне ăсталаканĕ вăл. Калаçу тĕпелне вара унăн шăллĕне — Георгие — чĕнтĕмĕр.

Георгий Пупин Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта сакăр класс, Шупашкарти ỹнер училищине пĕтернĕ. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Хулари 28-мĕш шкулта учитель, «Водоканал» управленире, «Хĕлхем» пĕчĕк предприятире художник пулса ĕçленĕ. Халĕ — ирĕклĕ скульптор. Курава пуçласа 1986 çулта хутшăннă. Вăл — Мускавра, Киевра, Новосибирскра, Архангельскра, Салехардра тĕнче шайĕнче ирттернĕ «Юр пике» фестивальсен лауреачĕ.
— Хăш-пĕр поэтсем çĕрле вăранса кайсан е пырне кăштах йĕпетсен сăвă йĕркисем ăнăçлăн çырăннине каланине илтнĕ. Пупин ỹнерçĕн пултарулăхри талпăну саманчĕ хăçан вăранать-ши?
— Ăнсăртран кĕмсĕрт е йывăрлăх килсе тухсан. Чуна пусăрăнтаратăп çапла майпа. Алăсем ĕçленĕ май пĕчĕккĕн лайăх пулса каять хама.
— Профессиллĕ ỹнерçĕсем ятарлă пỹлĕмсенче е мастерскойсенче ĕçлеççĕ. Эсĕ вара урамра — пăр-юрпа, хăйăрпа, йывăçпа «тертленетĕн». Мĕншĕн çак çула суйласа илтĕн?
— Юр-пăр хăй патне туртать. Сивве туймасăр ĕçлетĕп, 20-25 градусра та алса тăхăнманни пулнă. Алла тăм та илтернĕ.
Манăн мастерской — çĕрпе пĕлĕт хушши. Мĕн чухлĕ вырăн кунта!
— Георгий, эсĕ ăсталанă кỹлепесем вăхăт иртнĕ майăн çут çанталăк пулăмĕсене парăнса ишĕлчĕке куçаççĕ. Вĕсене шел мар-и сана?
— Шел мар. Чи кирли — çынсем курса киленччĕр. Вĕсен пит-куçĕнчи савăнăç ман çине куçать. Ĕçĕмпе паллашакан тав сăмахĕ калани тата хавхалантарни те кăмăла çĕклет-çке.
— Ытларах хăш материала мала хуратăн?
— Юлашки вăхăтра бетон çине куçрăм. Ку тĕлĕшпе тунă ĕçсене çут çанталăк витĕм кỹреймест. Шупашкарти «Эткер» управляющи компанийĕн территорийĕнче йĕркеленĕ канупа илем комплексне, тен, курнă та пулĕ. Вăл хапхаран, кĕпертен, сантехникпа дворник кỹлеписенчен, пулă-фонтантан тăрать.
— Санăн хăв ăсталанă чи юратнă ĕç-кỹлепе пур-и?
— Чи юратни çук… Ку йывăр ыйту маншăн.
— Георгий Степанович, эсĕ сахал мар конкурс-фестивале хутшăннă. Хăвна уйрăмах çывăххисене аса илсен аванччĕ.
— Урăх регионсенчи пысăк шайри ăмăртусене тỹрех лекейместĕн — ятарлă суйлав тапхăрĕ витĕр тухас пулать. 1998 çулта Мускаври «Лужники» стадионта Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен I спорт вăййисем иртрĕç. Унпа килĕшỹллĕн çавăнтах скульпторсен чемпионатне те йĕркелерĕç. Çирĕме яхăн ăста 20 сехет хушшинче хăйĕн шухăшлавне шедевра çавăрмалла. Анчах эпĕ 4 сехет кая юлса çитнĕрен «хамшăн» тесе кăна ĕçлерĕм, хăйăртан «Надрыв» ятпа атлет штанга йăтма пуçăннине калăпларăм.
Фестиваль вĕçленчĕ. Пĕтĕмлетỹ пырать. Шанман та: эпĕ — 2-мĕш! Жюри членĕсене эпир палламан та. Кайран ман пата унăн председателĕ, Мускаври паллă скульптор Леонид Берлин пычĕ те: «Лайăх ĕç. Питĕ маттур», — тесе хавхалантарчĕ.
Çав çулхине Японие те каймаллаччĕ ман. Пĕтĕмпе те пилĕк командăна çеç йыхравланă. Конкурса манăн пĕр эскиза суйласа илнĕччĕ. Юлташăм тем сăлтава пула пырайманнипе Мускаври ỹнер фестивалĕсен организаторĕ: «Санпа командăра хам пулатăп», — терĕ.
Эпĕ тỹрех хирĕçлерĕм. Вăл санран темиçе хутчен пултаруллă пултăр, çапах та нихăçан пĕрле ĕçлемен çынпа сиенĕ кăна пулать. Ним çукран тенĕ пек илеме туптакансем тата нумай çул юнашар тимлекенсем пĕр сăмахсăрах шутланине пурнăçа кĕртеççĕ. Унпа кайнă пулсан намăс кураттăмччĕ.
— Художниксен сухал ỹстерес туртăм вăйлă палăрать. Эсĕ кăçал пурнăçăн 6-мĕш теçеткине «шутлама» пуçланă та, сухалу та, ав, самаях кĕмĕлленме тытăннă. Модă-и ку е имидж?
— Имидж пулса кайрĕ-ши? Командировкăсене çỹренĕ чухне поездра сухал хырма меллех мар. Вăт, ỹссе кайрĕ çапла. Килĕшет те тата халь хама.
— Йăлана кĕнĕ ыйту: тĕллевсем мĕнле?
— Ỹнерте пĕтĕм шухăшланине, пĕчĕк-и вăл е пысăк, чун-чĕре витĕр кăларатăн. Ячĕшĕн тунă ĕç — хăвăнтан кулни е куракана хисеплеменни. Яваплăхсăр, шалти туйăм вăранăвĕсĕр ĕçлекен художникăн произведенийĕсем мĕскĕнлĕхе путнăн туйăнаççĕ.
Тĕллевсем тетĕн-и? Вăл кашни çыннăн пулмалла. Шалта пуррине тула кăларас килмест-ха. Малашнехи 50 çулта хамăн ĕçĕмсемпе киленсе пурăнас тĕллевĕм пур. Вĕсем вăй парса тăраççĕ, сỹнме памаççĕ мана…
Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

