Çĕр-аннемĕр вăхăтлăха каннă тапхăрта çĕр ĕçченĕшĕн пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетмелли тата малашлăх тĕллевсене палăртмалли меллĕ самант халĕ шăпах. «Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕнчен — Олег Карсаковран вара тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинчи тĕп вăрттăнлăхсене уçса пама ыйтрăмăр. Специалистăн ытти канаш-сĕнĕвĕсем те тыр-пул ăстисене кулленхи ĕçре усă кỹме тивĕçлĕ.
— Олег Ильич, 2025 çулта акса хăварма кирлĕ ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене хатĕрлес ĕç мĕнле пырать?
— Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăхпа усă курни пĕлтерĕшлĕ. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче 2025 çулхи çур акире планпа килĕшỹллĕн акма хатĕрленĕ 3999 тонна вăрлăхăн 84 процентне (декабрĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсен) инспекцире тĕрĕслеттерни тата вăл пĕтĕмпех ака кондицине тивĕçни ял хуçалăх организацийĕсенче «мĕн акатăн — çавă шăтать» текен каларăша малти вырăна хунине çирĕплетет. Унсăр пуçне, вăрлăх хатĕрлес ĕçе малтанхи вăхăтран тытăнсах тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма, паллах, кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен пуçласа «Семеноводство» федераци патшалăх инспекцийĕн программи вăя кĕни те хистерĕ тесе шутлатăп. Паянхи пурнăçра çакă питех те кирлĕ информаци тытăмĕ пулса тăнине ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем хăйсен куçĕсемпе курса ĕненеççĕ. Унта вăрлăхпа çыхăннă мĕн пур операцие (вăрлăх çаврăнăшне тата унăн аталанăвне тимлекен федераци учрежденийĕсем, аккредитациленĕ лабораторисемпе вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен инспекци органĕсем, вăрлăх ĕрчетекен тата селекцие тĕпчекен наукăпа вĕренỹ учрежденийĕсем) кĕртнĕ. Кĕскен каласан, вăрлăх туса илекен, ăна сутакан тата туянакан ял хуçалăх предприятийĕсем е хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çак программăра регистрациленмесĕр нимĕнле ĕç те тăваймаççĕ.
Фермерсем пирки уйрăммăн калас пулсан, Юрий Цветков, Елена Цветкова, Анатолий Петров, Валерий Смирнов, Борис Головин малтанхи вăхăтран тытăнсах асăннă программăпа килĕшỹллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Ытти фермерсем пирки хальлĕхе çапла калаймастпăр. Вĕсем патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленнĕ пулин те, база программипе ĕçлес йĕркене хăнăхайманран тĕш тырă культурисен вăрлăхĕсене çак вăхăтчен те инспекцире тĕрĕслеттереймен.
— Кăçалхи çумăрлă çанталăк условийĕнче пухса кĕртнĕ тыр-пулран пахалăхлă вăрлăх хатĕрлеме те çăмăлах мар пулĕ?
— Тĕрĕсех, ял хуçалăх культурисене туса илессинче пысăк ăсталăх пухнă çĕр çынни кăçалхи хăй евĕрлĕ кĕркунне уйрăмлăхĕсене ăнланма тивĕçлĕ ĕнтĕ: вăрах вăхăт çунă çумăр хыççăн пухса кĕртнĕ тыр-пулăн, вĕсем пучахрах шăтма тытăннăран, шăтаслăхĕ иккĕленỹллĕ. Ку чухне эпир çакăн пек канаш панă пулăттăмăр: тасалăх тĕлĕшĕпе вăрлăх кондицие ларайман пулсан унăн шăтаслăхне кая юлмасăр инспекцире тĕрĕслеттермелле. Мĕншĕн тесен вăрлăх шăтаслăхĕпе кондицие ларманнине пĕлнĕ хыççăн, пирĕн шутпа, ăна алласа тăкакланмалла та мар — ку чухне вăрлăха улăштарнинчен лайăххи пулмĕ. Кирлĕ вăрлăхсене вара кая юлмасăр туянса хăвармалла, унсăрăн вĕсен хакĕсем тата ỹсме пултараççĕ. 2 уйăхри тапхăрта та, апат-çимĕçре усă курмалли тырăпа танлаштарсан, вăрлăхлăх тырă 50 процент таран хакланнине хамăр курса ĕненетпĕр.
— Пулас тыр-пул никĕсĕ — кĕр тыррисен шанчăклăхĕ мĕнле?
— Августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕчченхи тапхăр пирĕн тăрăхра кĕр тыррисене акмалли чи лайăх вăхăт пулнине çĕр ĕçченĕсем кашни çулхи тĕслĕхре курса ĕненеççĕ. Фитомониторинг кăтартăвĕ çакна çирĕплетсе пачĕ: округ уй-хирĕсенче пĕтĕмпе акса хăварнă 5092 гектар çинчи кĕрхи культурăсенчен 3288 гектарĕ — лайăх, 1554 гектарĕ — вăтам, 250 гектарĕ япăх пахалăхпа шăтса тухнă. Агротехника йĕрки ыйтнă вăхăтринчен каярах акнă лаптăксенчи калчасем, паллах, имшертерех те вăйсăртарах пулчĕç. Ака ĕçĕсене агротехникăна çирĕп пăхăнса акса хăварма кирлине ахальтен мар наука çирĕплетет.
Лайăх шăтнă вăрлăха пиçĕхме кăçал кĕркуннехи, хĕл тапхăрĕнчи условисем те кирлĕ пек пулчĕç. Çирĕп вăй илсе юлнă анасем юрпа та шăпах вăхăтлă витĕнчĕç. Пурпĕрех, кĕр тыррисем мĕнле хĕл каçма пултарассине татăклăн палăртаймăпăр. Тыр-пул шăпи хĕл тапхăрĕнчи çанталăк условийĕнчен те нумай килет.
— Олег Ильич, пысăк тухăçлă тыр-пула кĕлетсене пухса кĕртиччен лаптăксене алхасакан тĕрлĕ чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран сыхласа хăварас тĕллевпе сахал мар вăй хума тивет. Кăçал ку енĕпе лару- тăру мĕнле пулчĕ?
— 2023-2024 çулхи хĕл тапхăрĕ ăшă тăнине пула тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна аталанма лайăх услови пулчĕ. Хĕрес чечеклĕ культурăсен (рапс, тĕш тырă) лаптăкĕсенче хими препарачĕсемпе, ытти çулхисемпе танлаштарсан, ытларах усă курнă. Уйрăмах рапс анисенче курăк пыйтипе кĕрешсе 6-7 хутчен те химикатпа сапма тиврĕ. Тĕш тырă культурисен лаптăкĕсене те чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран сыхласа 2-шер хут сапнă. 2024-2025 çулсенче ку енĕпе хăрушлăх пулмасса шанатпăр. Мĕншĕн тесен тăпра юр çăвиччен лайăх шăнса юлни тĕрлĕ хурт-кăпшанка алхасма памалла мар.
— Сутма уйăракан вăрлăха нумай тĕрĕсленĕ-и?
— Хальхи вăхăтра округри «Комбайн» ЯХПКпа Юрий Цветков хресчен (фермер) хуçалăхĕ тата «Яманчурино» ООО тĕш тырă вăрлăхĕсене туса илессипе тата сутассипе ĕçлекен ятарлă хуçалăхсем шутланаççĕ. Унсăр пуçне, «Комбайн», Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче, «Яманчурино», «Победа», «Эмметево», «Энтепе» ОООсенче кăçал нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене те сахал мар туса илнĕ. Çавна май çур акире усă курма кирлĕ пулакан ỹсен-тăран вăрлăхĕсене аякка каймасăрах туянма пулни çинчен аса илтеретпĕр. Тĕш тырă вăрлăхĕсене туса илессипе ятарласа ĕçлекен çỹлерех асăннă хуçалăхсенчен хальхи вăхăтра «Ника», «Ульяновская-100», «Бурлак» çурхи тулă, «Владимир», «Нур» урпа, «Драгун», «Гунтер» сĕлĕ, «Спартак», «Ульяновец» пăрçа, «Льговская-22» вика вăрлăхĕсене туянма пулнине пĕлетпĕр. Палăртнă сортсем пурте пысăк репродукциллĕ. Сутма хатĕрленĕ вăрлăхсен ушкăнне инспекцире тĕрĕслеттернĕ.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.