Шуршу ялĕн старости, вăлах вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Антонина Павлова ертсе пынипе çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшассине аван йĕркеленĕ.

Хастар хĕрарăмсем нумаях пулмасть ăсатнă-ха хăйсен пулăшăвне, халĕ пикенсех каллех маскировка сеткисем çыхаççĕ, окоп çуртисем хатĕрлеççĕ, апат-çимĕç пуçтараççĕ.
Аслă Таяпара та ку тĕлĕшпе ĕç хĕрỹлĕхĕ чакмасть. Кунта виçĕ кун хушшинче 13 сетка çыхма ĕлкĕрнĕ. Хальхинче кирлĕ ĕçрен 94 çулхи тыл ветеранĕ Мария Яковлевна Моисеева та (сăн ỹкерчĕкре) тăрса юлман.