Урама тухсан кăнтăрла та, çĕрле те хуçасăр, çапкаланчăк йытăсем чупнине асăрхама тивет. Республикăри ял-хуласенче йытăсем çынсене тапăннă, çыртнă тĕслĕхсемпе çине-çинех тĕл пулни, пушшех, çивĕч калаçу йĕркелеме хистет. Сăмах май каласан, Елчĕк муниципалитет округ территорийĕнче те кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 21 çынна йытă çыртнине шута илнĕ.
ЧР Патшалăх ветеринари служби хатĕрленĕ, 2025 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа вăя кĕме тивĕçлĕ постановлени проекчĕпе килĕшỹллĕн йытăсене ятарлă вырăнсенче çăварлăхсăр тата сăнчăрсăр илсе çỹреме юранине пĕлетпĕр. Анчах та çакă çын сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан йытăсене пырса тивмест. 2023 çулхи июнь уйăхĕнче килти чĕр чунсене усрамалли, çав шутра вĕсене обществăлла вырăнсенче уçăлтарса çỹресси пирки те, хушма йĕркесем вăя кĕнĕ. Йытăсене сăнчăрсăр ирĕке яма юрамасть. Пĕчĕк ăратлисене е 3 уйăх тултарман йытăсене çăварлăх кирлĕ маррине пĕлтереççĕ ЧР Патшалăх ветеринари службин ĕçченĕсем.
Йытă хуçисем хăйсен тăватă ураллă тусĕсене урамра сăнчăрсăр тата çăварлăхсăр çỹретни пирки асăннă службăна ыйтупа тухакансем сахаллăн мар. Паллах, ку чухне нихăш ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Специалистсем вырăнсене тухса административлă протоколсем çыраççĕ. Анчах никам йышăнман — хуçисем çук йытăсен тĕлĕшпе мĕнле пулмалла? Кам ячĕпе протокол çырса кама штраф тỹлеттермелле?
Унсăр пуçне, хуçасăр йытăсем чирлĕ те пулма пултараççĕ. Кĕркунне тата хĕлле сывлăш температури тăруках улшăннă вăхăтра шăнса чирленине пула вĕсен иммунитечĕ хавшать. Йытăсен хăш-пĕр чирĕсем вара çынна та ерме пултараççĕ. Çакă — чи хăрушши.

