Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çутă та çук

Çутă та çук

Календарьте хĕл уйăхĕ — декабрь. Хальхи вăхăтри чи кĕске кунсенче каçхине 4 сехет тĕлнех тĕттĕмленсе çитет.

Ку чухне ĕçе çỹрекенсем килĕсене тĕттĕмре таврăннине, çавăн пекех вĕсенчен нумайăшĕ тул çутăличченех ĕçе васканине шута илсе урамсенче çутă çутассине кирлĕ пек йĕркелесе тăмалли каламасăрах паллă. Апла пулин те, пытармалли çук, хăш-пĕр ялсемпе округ центрĕнчи урамсенче те çĕрлехи вăхăтра çутă çутманни халь анчах мар. Елчĕкри Мир урамĕ пирки калас пулсан та, тимлĕн сăнаса пăхсан темиçе юпа çинче анчах лампочкăсем мĕскĕннĕн çутнине асăрхама пулать. Анчах куçран витĕрех мар çын çакна асăрхаймĕ те. Куçа йĕп чиксен те умрине курма çук лару-тăрура хăрушлăха лекесси те аякра мар. Хуçасăр йыт-качка та нумай хĕвĕшни пирки малтанах каларăмăр…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code