Шупашкарта Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен республикăри пĕрлĕхĕн конференцийĕ иртнĕ.

Унта хуласемпе округсенчи пуçламăш организацисем кăçал мĕнле ĕçленин смотр-конкурсне те пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă: Елчĕксем 3-мĕш çул Раççейри ГСВГ ветеранĕсен Союзĕн куçса çỹрекен Вымпелне çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл яланлăхах вĕсен аллинче упранĕ.
Конкурсăн тĕп критерийĕсен шутне çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе, ыркăмăллăх акцийĕсене хутшăнассипе мĕнле ĕçленине, спартакиадăпа ăмăртусенчи çитĕнỹсене, массăллă информаци хатĕрĕсенчи хыпарсен хисепне тата ыттине шута илнĕ. Кунта ятарлă çар операцийĕ пыракан территорие пĕр хутчен мар гуманитари пулăшăвĕ илсе кайма хутшăнакан Владимир Анисимов ветерана уйрăммăн палăртни вырăнлă.
ГСВГ ветеранĕсен округри организацине 10 çул Николай Павлов ăнăçлă ертсе пырать. Вăл ĕçтешĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлать.

