Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй-хала шеллемесĕр…

Вăй-хала шеллемесĕр…

Тĕнчере этемлĕхшĕн кирлĕ чи пархатарлă професси вăл — сывлăх парнелесси, вăхăтлă пулăшу парса çын ĕмĕрне тăсасси.

Ку кăларăмра пурнăçне теприн сывлăхне çирĕплетес тата упрас ĕçе халалланă, пĕр улшăнмасăр 40-мĕш çул васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен, чунĕпе тата сăнĕпе хитре хĕрарăмпа — Светлана Васильевна Алексеевăпа паллашар-ха, хисеплĕ вулаканăм.

Светлана 1964 çулхи декабрĕн 26-мĕшĕнче Лаш Таяпа ялĕнче Василипе Валентина Борисовсен çемйинче çуралнă. Ачасенчен чи асли вăл. Ялти шкулта 8 класс вĕренсен Канашри медучилищĕне çул тытнă. Унта вĕренсе алла фельдшер дипломне илсен тăван района таврăннă. Сăрьелĕнчи медпункта ĕçлеме янă ăна тỹрех. Хитре хĕре тин çеç Совет Çарĕнчен таврăннă Аслă Пăла Тимеш каччи Анатолий Алексеев куç хывать. Вăхăта вăраха тăсмасăр кăмăлланă пикепе мăшăрланать вăл. Вĕсен телейнех пуль, Аслă Пăла Тимешĕнчи участокри больница çумĕнче «Васкавлă пулăшу» уйрăмĕ уçăлать. Светлана Васильевнăна кунта фельдшер пулма куçараççĕ. Мăшăрĕ — Анатолий больницăри васкавлă пулăшу машини çинче водительте ĕçленĕ. Çемье ỹссе пынă: виçĕ ывăл — Алексей, Александр, Артур — çуралнă. Мăшăр ялта çурт илсе, ăна хăйсене майлă хăтлă кермен туса хунă. Кил хуçи канăç мĕнне пĕлмен чăн-чăн арçын, нимĕнле ĕçе те тиркемен. Каярах вăл «Победа» хуçалăх ертỹçисем ыйтнипе унта ĕçлеме куçнă. Тракторист, комбайнер, водитель ĕçĕсене туса пынă. Ывăлĕсене те мĕн ачаранах çак ĕçсене хăнăхтарнă. Светлана Васильевна талăкĕпех ĕçре пулнăран, килти мĕн пур ĕç арçынсем çине тиеннĕ. Ывăлĕсем пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă, çемьеллĕ. Ултă мăнук аслашшĕпе асламăшне савăнтараççĕ. Сумлă мăшăр «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илнĕ. Иккĕшĕн те ĕç стажĕ 40 çул ытла. Хисеп, Тав хучĕсем, «Васкавлă медицина пулăшăвĕн чи лайăх фельдшерĕ» диплом тирпейлĕн упранаççĕ медработник сунтăхĕнче. Канăç мĕнне пĕлмен мăшăр ирех ĕçе васкать, хуçалăхра та сахал мар выльăх-чĕрлĕх тытать.

Анатолий Димитриевич Кушкăри вăтам шкулта автобус водителĕ пулса тăрăшать. Светлана Васильевна ĕçпе канăва йĕркелесе пыма пĕлет. Кил-çуртра хăтлăх-тирпейлĕх тытса пырать. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлет, чечексем ỹстерет. Хăйĕн пурнăçĕнче, 40 çул ытла ĕçлесе, миçе çынна пурнăç парнеленĕ-ши ыр кăмăллă хĕрарăм?

Светлана ялти «Пăла таппи» ансамбле те çỹреме вăхăт тупать, юррисемпе куракансене савăнтарать. Эпир те ăна юбилейпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ĕç вăхăтĕнче çеç мар, кану кунĕсенче те ял халăхне вăхăтлă пулăшу панăшăн тав тăватпăр.

З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code