Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурссенче те маттур

Конкурссенче те маттур

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсем вĕренỹ тытăмĕнче занятисем ирттернипе кăна çырлахмаççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ шайри мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.

Владимир ПУТИН, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

— Воспитани тата çут ĕç ыйтăвĕсем питĕ кăткăс. Кунта кăнттам пулмалла мар. Ачасене илĕртме ăс-тăн кăна çителĕксĕр, вĕренекенсене чун ăшшипе, чăн-чăн туйăмсемпе хавхалантармалла. Воспитани тата вĕрентỹ ĕçĕ-хĕлĕн пĕр-пĕринчен уйрăм тăмалла мар, алла-аллăн пымалла. Çак ĕçе класс ертỹçисен кăна мар, педагогсен пĕтĕм коллективĕ хутшăнмалла. Пурне те пĕрлештерекен граждан, патриотизм, истори хаклăхне тĕпе хумалла.

Светлана Карамаликова ертсе пыракан 3-мĕш класри «Вдохновение» ташă ушкăнĕ Раççей Культура министерстви ирттернĕ Халăхсем хушшинчи «Морозко» III конкурс-фестивальте палăрнă. Дистанци мелĕпе йĕркеленĕ финалта коллектив I степень лауреат Дипломне çĕнсе илнĕ. Чăваш ташшине илĕртỹллĕ çавăрттарнисен йышне вулаканăн пĕлмеллех. Вĕсем: К.Айметова, А.Борисова, Е.Викторова, К.Евдокименко, А.Иванова, К.Карсакова, У.Максимова, К.Павлова, Д.Савинова, Е.Яковлева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code