Почтальонсем йывăрлăхсене пăхмасăр вулаканшăн тăрăшаççĕ, шăрăхра та, çапса çăвакан çумăрта та, çил-тăманра та ялсемпе почта уйрăмĕсен хушшинчи çула такăрлатса хаçат валеçеççĕ. Сăмах май, паян почтальон хаçат валеçекен кăна мар: унăн сутуçă та, страхлакан агент та пулма тивет, вăлах пенси валеçет, коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлевсене йышăнать, çĕнĕ технологисене алла илет, ватăсене тỹлевсемпе вырăнтах татăлма пулăшать.
Курнавăшри почта çыхăну уйрăмне Надежда Владимировна Мартышкина ертсе пырать. Почтальонкăсем — Людмила Иванова, Светлана Фомина, Галина Векова (хушăран вĕсене Людмила Веселина улăштарать). Пурте вĕсем ĕçне чунтан парăннă, яваплăха çирĕп туяççĕ. Çакăн пек ĕçченсем çинче тытăнса тăраççĕ те ĕнтĕ паян почта çыхăну уйрăмĕсем.
Тавах вĕсене пархатарлă ĕçĕшĕн.
Сăн ỹкерчĕкре: Светлана Фоминăпа Людмила Веселина почтальонсем — ĕç вырăнĕнче.