Округра иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче округ пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тĕрлĕ ĕç коллективĕсенче пулнă хыççăн активпа тĕрлĕ ыйту тишкернĕ.
Тĕп тема — контактсăр ултавран, граждансен банк карттисем çинчен укçа вăрлассинчен сыхланасси. Çакăн пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăшах пĕлтереççĕ. Çапах та мошенниксен серепине çакланакансен шучĕ ỹссех пырать. Ватă çынна кăна мар-çке, студента, тухтăра, наука ĕçченне… шăнман пăр çине лартса яраççĕ.
Ултавçăсен ĕç схемине çырса та пĕтереймĕн. Чи кирли — ют номерпе шăнкăравлаканпа пачах калаçмалла мар! Кунтан лайăх сыхлăх çук. Раççейре пурăнакансем пĕлтĕр преступниксене 150 млрд тенкĕ ытла укçа куçарса панă, Чăваш Енре — 1 млрд ытла, пирĕн округра — 2 млн ытла. Танлаштарма: çĕршывĕпе 2018 çулта — 69 млн, 2023 çулта — 1 млрд та 117 млн тенкĕ…
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре тарифсем ỹсеççĕ. Ялта пурăнакансен тата электричествăпа усă куракансен киловатшăн 3,47 тенкĕ (халĕ — 3,09) тỹлемелле пулать. Газшăн пĕр кубла метршăн 8,16 тенкĕ (7,63) тỹлĕпĕр. Çỹп-çап турттарнăшăн 5 процент ытларах тăкакланма тивĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсенче çын пуçне 62,73 тенкĕ (59,73) тỹлес пулать. Ялта уйрăм çуртсенче пурăнакансен — 60,09 тенкĕ (57,23).
…Ачасен сывлăхĕ, аталанăвĕ апатлануран нумай килет. Округри вĕренỹ организацийĕсенче çак ĕçе туллин йĕркеленĕ. Республика бюджетĕнчен кăна 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку енĕпе пĕр подрядчик ĕçлет округра: Решит Санзяпов уйрăм пайтаçă. Нумай ачаллă тата СВОна хутшăнакансен çемйисенчи 46 ачана тỹлевсĕр çитереççĕ.
Ертỹçĕсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
Сăн ỹкерчĕкре: Информушкăн Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулти апатланупа интересленет.