Воскресенье, 16 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăх ачасем хỹтлĕхре

Тăлăх ачасем хỹтлĕхре

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова Елчĕк муниципалитет округĕн 2024 çулхи социаллă-экономика аталанăвĕн малтанхи, финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина иртнĕ çул округ бюджетне пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри мĕн пур округра Правительство кунĕсем йĕркелет. Пирĕн округра март уйăхĕнче ирттерме палăртнă ăна. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăхăтĕнче маларах асăннă ыйтусене тишкернипе пĕрлех регион ертỹлĕхĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ултă çуллăх комплекслă программинче палăртнă çулпа утассине те халăхпа сỹтсе явма палăртать. Цифрăсем пирки ун чухне тĕплĕн çырăпăр.

Округ администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Нелли Ишмуратова округри опекăпа попечительство органĕсен ĕç-хĕлне тĕплĕн çутатрĕ. Хальхи вăхăтра опекăпа попечительство органĕсенче ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă 36 ача учетра тăрать. Вĕсенчен 13-шне çемьесем усрава илнĕ. 2024 çулта хỹтлĕхсĕр юлнă 5 ачана учета илсе çемьесене вырнаçтарнă, 5-ĕшне 18 çул тултарнă май учетран кăларнă. Хỹтлĕхпе тивĕçтерекен орган ĕçченĕсем тăлăх тата хỹтлĕхсĕр юлнă, усрав ачасемлĕ çемьесене сăнасах, вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ. 18 çул тултарсан тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çине округ ертỹлĕхĕ çулсерен пысăк тимлĕх уйăрать. Хальхи вăхăтра черетре 10 ача тăрать, 2024 çулта тăлăх ачасене 1 хваттерпе тата 4 сертификатпа тивĕçтернĕ.

Культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Демьянова Кăшарни уявне халалланă мероприятисем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Канашлу вăхăтĕнче хĕллехи вăхăтра çул-йĕре тивĕçлĕ пăхса тăрассипе, халăх ырлăхĕшĕн йышăннă проектсене пурнăçлассипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тата ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code