Кăçал Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкултан Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине виçĕ вĕренекен тивĕçнĕ. Виктория Романовăпа Вероника Усанова çинчен округ хаçатĕнче статьясем иртнĕ çулсенчех пичетленнĕччĕ-ха, хальхинче 9-мĕш класри Самира Сабитова пирки сăмах пуçарасшăн.
Самира — Çĕнĕ Пикшик ялĕнчен. Ăна вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçсенче малтисен ретĕнче пулма хастар кăмăл, çирĕп ăнтăлу, хистевлĕх пулăшаççĕ. Çавăнпа тивĕçлĕ кăтартусемпе палăрать хĕр ача. Биологи, экологи, физика предмечĕсемпе иртекен округри олимпиадăсенче çулсерен призерсен йышĕнче вăл. Пĕтĕм Раççейри «Эколята — молодые защитники природы» олимпиадăн темиçе хут çĕнтерỹçи тата призерĕ.
Самира хăйĕн ятне округри ăмăртусенче те нумай хутчен пĕлтерме ĕлкĕрчĕ. Уйрăмах çăмăл атлетикăра: кăтартăвĕсем ылтăн медальсемпе çирĕпленнĕскерсем. Шывра ишессипе те, алă вăйĕ виçессипе те аптăракан йышши мар. Иртнĕ шăматкун, акă, Лаш Таяпара йĕлтĕрçĕсен уçă ăмăртăвĕ иртрĕ. Спортсменка кунта та çухалса каймарĕ, хăйĕн ỹсĕмĕнче пысăк йыш хушшинче 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ.
С.Сабитова кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те тĕслĕх. Сăпайлă, теветкеллĕ. Ыттисене яланах пулăшма тăрăшакан. Тантăшĕсемпе кăна мар, вĕрентекенсемпе те, ытти ĕçченсемпе те хутшăнăва çăмăллăн кĕме пултарать. Класри мероприятисене йĕркелессинче те унăн тăрăшулăхне курсах тăратăп.
Самира, Викăпа Вероника Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни — вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тивĕçлипе хаклани. Çак пысăк сум вĕсене çĕнĕ çитĕнỹсем патне талпăнма хавхалантарса кăна пырĕ.
Ирина ПАВЛОВА, класс ертỹçи.