2024 çулта республикăра 2,8 миллард тенкĕлĕх 92 инвестици проекчĕ хута кайнă, 174 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, чи нумай проект Муркаш округĕнче пурнăçланнă, бизнес хывнă укçа-тенкĕ калăпăшĕпе илсен Канаш округĕ малта.
Регионта малашне хăмла отрасльне çĕнĕрен чĕртсе яма палăртаççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра хăмла лаптăкĕ 183 гектар йышăнать. Иртнĕ çул унăн вăтам тухăçĕ 189 тоннăпа танлашнă. Çакă Раççейре кирлин 4 проценчĕ анчах шутланать. Çаксене шута илсе Чăваш Енре хăмла лаптăкне ỹстерес, ăна тирпейлесе хатĕрлес ĕçе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, аграри университетĕнче хăмла отраслĕ валли кадрсем хатĕрлеççĕ. «Фермерсен шкулĕнче» хăмла туса илессипе ĕçлекенсене ятарласа вĕрентнĕ. Университет никĕсĕ çинче Компетенци центрĕ пур. Унта наука тĕпчевĕсем ирттереççĕ. Центр ĕçченĕсем чăваш хăмлин икĕ çĕнĕ сортне кăларнă. «Ароматный» тата «Сувар» сортсем селекци çитĕнĕвĕсен Патшалăх реестрне кĕнĕ. Бактерипе вирус чир-чĕрне кăтартакан фитосанитари мониторинг тытăмне те йĕркеленĕ. Лартмалли-акмалли материала ПЦР енĕпе тĕпчекен пỹлĕм уçнă.
Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2032 çул тĕлне республикăра хăмла лаптăкне 2 пин гектара çитермелле. Ку чухне 3,7 пин тонна хăмла туса илме пулĕ. Хăмла çитĕнтерессипе ĕçлекенсене патшалăх енчен те сахал мар пулăшу килет. Хальхи вăхăтра шпалер хăпартма 800 пин тенкĕ таран тавăрса параççĕ. Ку виçене икĕ хут ỹстерме палăртнă.
Хăмла отрасльне çĕнĕрен чĕртсе ярас ĕçре техника пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Республикăра хăмла пуçтаракан «Аван» МХ-250 комбайн тата хăмла типĕтекен «Феникс — 450Х» машина пуçтарнă.

