Суббота, 22 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕллехи тирпейлỹре

Хĕллехи тирпейлỹре

Субботниксене çуркунне тата çулла ытларах ирттереççĕ. Елчĕк ялĕнчи Титов урамĕнче пурăнакансем вара асăннă тапхăрсенче кăна мар, хĕлле те тимлеççĕ тирпей-илем ыйтăвĕпе.

«Пуçару бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн поселок халăхĕн 2025 çулта икĕ масар картине те улăштармалла, хапха тумалла, вăхăтлăх çурт çĕклемелле. Ку ĕçсене пурнăçлассипе çыхăннă документаци процесне пĕтĕмпех вĕçленĕ. Кашни çемье 5-шер пин тенкĕ хывнă. Пархатарлă утăмран хуласенче тĕпленнĕ хăш-пĕр ентешĕсем те айккинче юлман.

Титовецсем çуллана халех хатĕрленме тĕв тытнăран, масарсен территорийĕсенчи йывăçсене икĕ кун хушшинче пĕтĕмпех касса тирпейленĕ, хыт хураран тасатнă. Хĕрарăмсем, пĕрле тăрăшнă хушăрах, хастарсене вĕри апатпа тивĕçтерме те май тупнă.

Поселок çыннисем ниме йăлине яланах тĕпе хунă та, вĕсем Сергей Васильев çамрăк старостăпа ырă ĕçсене малашне те пурнăçа кĕртес шухăшлă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code