Суббота, 8 февраля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕнỹ пĕчĕкрен пуçланать

Çитĕнỹ пĕчĕкрен пуçланать

Пулас паллă спортсменсемпе чемпионсем çитĕннисен йышĕнчен мар, ачалăхран тухаççĕ. Çамрăк ăрăва пĕчĕкрен тĕрлĕ спорт вăййисене явăçтарни, куллен пулăшса тата çитĕнỹсемшĕн хавхалантарса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Елчĕкри «Улăп» ФОКра Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа 2014-2015 çулсенче çуралнă ачасен мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Унта Елчĕк (икĕ ушкăн), Патреккел, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен командисем вăй виçрĕç. Футболистсен вăйăсенчи ỹкерчĕкне туллин çырса та параймăн. Çавăнпа та, вулакан, куракан вырăнĕнче пулнинчен лайăххи нимĕн те çук. Арçын ачасемпе хĕр ачасем мĕнле хĕрỹлĕхпе, туйăмпа вылянине, хăйсен шайĕнче чаплă техника кăтартнине, команда пĕрлĕхне мала хунине сăнатăн та — тĕлĕнмелĕх тата савăнмалăх пуррине куратăн.

Турнирта малти икĕ вырăна Елчĕк, 3-мĕш вырăна Патреккел шкулĕсен командисем йышăнчĕç. Вĕсене, çавăн пекех уйрăм номинацисенче палăрнисене кубоксемпе, медальсемпе тата дипломсемпе хавхалантарчĕç. Маттурсене округ халăхĕ пĕлмеллех палăртар-ха: Захар Светлов — «Чи çамрăк вăйăçă», Ярослав Евдокименко — «Чи лайăх вратарь», Станислав Захаров — «Чи лайăх хỹтĕлевçĕ», Роман Цыганов — «Чи лайăх тапăнса вылякан». Илья Воронцов куракансен призне тивĕçрĕ.

Иккĕмĕш турнира йĕркелессинче çамрăк спортсменсен ашшĕсем тата футбол вăййин активисчĕсем пысăк тỹпе хывнă. П.Воронцов, А.Купташкин, А.Уркин, А.Светлов, В.Цыганов, А.Гаврушов, С.Михайлов, С.Краснов, А.Мудрецов, В.Егоркин, В.Евдокименко тата командăсен тренерĕсем çакнашкал тĕл пулусене малашне те ирттерес тĕллевлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code