Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртнине ỹпкелемесĕр

Иртнине ỹпкелемесĕр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен çуралнисене питĕ хĕн килнĕ. Шăмалак ялĕнче 1938 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Нина Денисован (хĕр чухнехи Петрова) шăпи те ыттисенчен уйрăлса тăман.

Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл: 10 ачаран пиллĕкмĕш пулнă. Ашшĕ вăрçăран 1944 çулта хăрах алли татăлнипе таврăннă.

Çĕнтерỹ çулĕнче Нина 1-мĕш класа каять. 38-ăн! Хĕр ача лайăх ĕлкĕрсе пынă пулсан та 7 класс кăна вĕренейнĕ, мĕншĕн тесен тумтирĕ те, шурă хучĕ те пулман. Хаçат çине çырса усă курнă-ха, анчах вăл та çитмен.

Хĕр, 17 çул тултарсан, тантăшĕсемпе пĕрле Калинин облаçне торф кăларма кайнă.

— Пирĕнпе пĕрле Чăваш, Мордва, Тутар, Воронеж тăрăхĕсенчи çамрăксем ĕçлетчĕç, — аса илет çав тапхăра Нина Павловна. — Хамăр районтан Аслă Таяпа, Кушкă, Шăмалак ялĕсенчен пурччĕ. Ятран-шывран халĕ те калама пултаратăп: Антонина Бабочкина (Кушкă), Елена Усанова, София Петрова, Вера Пешкова, Мария Андреева, Мария Петрова, Феодосия Орлова, Елизавета Шуйкова, Зоя Лисова (Шăмалак), Любовь Герасимова (Ĕнелте пурăнать). Пурнăçран уйрăлманнисемпе паянхи кунччен çыхăну тытатăп.

Вăл вăхăтри ĕç условийĕсем пирки мĕн калăн ĕнтĕ. Чĕркуççи таран шывра çур çĕрччен вăй хуни те питĕ нумай пулнă. Пурте чăтнă, эпĕ те чăтнă.

Çамрăклăх çулĕсенче камăн чиперленес килмен? Хĕрсем çывăхри Вышни Волчок хулине кайса хитре пусмасем туянса таврăннă, кĕпесем çĕлеттернĕ. Тăрăшулăхшăн панă премие çакăнта усă курнă вĕсем.

1957 çулта Нина ял каччипе Василий Денисовпа çемье çавăрнă. Çак тапхăртан пуçласа унăн пурнăçĕ йăлтах «Слава» колхозпа çыхăннă. Бригадăри пĕтĕм ĕçе хутшăнать, ачисене явăçтарса севок, сухан, чĕкĕнтĕр пайĕсенче тăрăшать.

Мăшăрĕ, Василий Андреевич, шофер пулса ĕçленĕ, анчах 35 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пĕрлехи килĕштерỹ, ăнлану тапхăрĕ вĕсен 32 çула çеç пынă.

Денисовсен çемйинче виççĕн çуралса çулсем иртнĕ майăн 6 мăнук парнеленĕ амăшне. Кусен вара хăйсен 10 ача хальлĕхе. Кичем мар Нина аппана вĕсен йышĕнче. Хĕллехи кунсене Олег ывăлĕ патĕнче ирттерет те, мăнукĕсен ытамĕнче хăй те çамрăкланса каять вара.

Калас пулать, ачисем пурте Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ. Асли — Роза — Аслă Нагаткин шкулĕнче ачасене вĕрентет, Олегпа Надя Ищеевка поселокĕнчи шкул-интернатра вăй хураççĕ.

… Пурнăç кустăрми çăмăллăн чупман Нина Денисован. Апла пулин те иртнине ỹпкелемест вăл. Ăш пиллĕ те тарават кăмăлĕпе ял халăхĕ хушшинче хисеп-сум çĕнсе илнĕ вăл.

Людмила ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code