Среда, 19 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурнăç академикĕ» ят парса хисеплĕттĕм

«Пурнăç академикĕ» ят парса хисеплĕттĕм

Курнавăш ялĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче çĕршыва сахал мар пултаруллă çын парнеленĕ. Вĕсем çинчен тĕрлĕ çулсенче П.М.Смирнов, А.П.Смирнов, С.Н.Николаев хăйсем çырнă кĕнекисенче анлăн уçса панă. Тавах вĕсене уншăн, хамăр пĕчĕк тăван кĕтесе — яла манма паманшăн, вырăнти историе каялла таврăнса паянхи пулăмсене тата та тарăнрах уçса пама май туса панăшăн.

Пĕр-пĕр пушă вăхăтра ялти кашни кил-çурт çине тимлĕх уйăрас килет. Вĕсенче камсем çуралса ỹсни, хальхи вăхăтра çак çынсен шăпи мĕнле пулни кăсăклантарать. Мĕншĕн тесен чылай чухне вĕсем пирки пурне те пĕлсе пĕтерейместпĕр.

Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ, вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн кун-çулне шыраса тупать те, çынна усă парас тесе тăрăшать. Пĕрин пурнăçĕ мĕнле кирлĕ çавăн пек — вырăнлă йĕркеленсе пырать, тепри йăнăш çулпа та утма пултарать. Çавăн пек чухне ку е вăл çын пирки: «Шăпи тĕрĕс мар килсе тухрĕ», — тетпĕр. Пурнăç тăршшĕ вĕрен тăршшĕ мар, пурăннă чухне лайăх пулăмсем сахал мар пулаççĕ, шел пулин те, япăххипе те тĕл пулма тиветех.

Курнавăш ялĕн тĕп урамĕ вăрăм. Вăл Çĕнĕ Пăва-Кĕçĕн Шăхаль ялĕсен енчен килсе кĕнĕ çĕртен пуçланать те, Комсомольски округне кĕрекен Нĕркеç ялне тухса кайнă çуртсемпе вĕçленет. Ĕçрен пушă вăхăтра, çитменнине, уяв кунĕ те пулнипе усă курса çак урампа юлташпа иксĕмĕр уçăлса утрăмăр. Акă, 95-мĕш номерлĕ çурт умне çитсе тăтăмăр. Çак кун юр çунăран урамра сас-чỹ те ытлашшиех илтĕнмерĕ. Анчах ку çурт картишĕнче çын сассисем илтĕнчĕç, хапха алăкĕ уçă пулнăран, кил хуçи Изосим Андреевич Ефимов пысăк ĕçе пикеннине асăрхарăмăр. Андрей мăнукĕпе иккĕшĕ пỹрт алкумне илемлетме тытăннă иккен. Типтерлĕ хуçа кирлĕ материалсене малтанах хатĕрлесе хунă.

Йĕри-тавра пăхатăн та, пĕтĕм çĕрте тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Хуçалăхĕ пĕчĕккĕ мар, тĕрлĕ пуккуйсем нумай туса пĕтернĕ. Кашни кирлĕ япалан, шăпăр-кĕреçин те хăйĕн вырăнĕ пур. Ку çуртра çыннăн çук япалине те тупма пулать: пĕчĕк микроэлементсенчен пуçласа машина-трактор, техникăпа çыхăннă ытти хатĕрсем таранах.

Выльăх-чĕрлĕх тытассипе илсен те, Ефимовсем икĕ çамрăк пăру çитĕнтереççĕ, вĕлле хурчĕсем те ĕрчетеççĕ. Витисенче те çап-çутă, тап-таса.

— Таса мар çĕрте ĕç кал-кал каймасть, — тет кил хуçи. Эпĕ астăватăп-ха, унăн ашшĕ — Андрей Федорович, амăшĕ — Анастасия Васильевна, иккĕшĕ те 1911 çулта пурнăç курнăскерсем, кил хуçалăхĕнче тасалăх енне пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Ĕмĕрĕпе ял хуçалăх производствинче вăй хунă çынсем, çичĕ ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли — Мелания хĕрĕ, 90 çула çитсен пурнăçран уйрăлчĕ. Иккĕмĕш ачи — Зоя, 41 çула çитсен чире пула вилчĕ. Чи кĕçĕнни — Николай, 1953 çулта çуралнăскер, 1972 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче Тинĕс-çар Флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чухне карап çинчи пушарта 27 матроспа пĕрле паттăрла вилĕмпе пуçне хунă. Ăна СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ йышăннипе Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă. Çак пысăк çухату вĕсен çемйине анчах мар, кỹрши-аршисене, ял-йыша хуçса хăварнă. Унăн ячĕпе ялта асăну паркĕ уçнă.

Тавах, ытти ачисем — Лидия, Рена, Алексей, Изосим сывлăхпа — хăйсен ачисемпе савăнса пурăнаççĕ. Изосим Андреевич хальхи вăхăтра мăшăрĕпе — Светлана Ивановнăпа, ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнать. Икĕ мăнукĕ: Андрейпа Саша шкул хыççăн аслă вĕренỹ заведенийĕсене çул тытнă, Андрей вĕренсе тухса хăйĕн юратнă профессийĕпе ĕçлет. Аслă ачи — Зоя Шупашкарти сывлăх учрежденийĕнче медсестра пулса вăй хурать. Ывăлĕ — Николай пĕр вăхăт шкулта информатика учителĕ, каярахпа казначейство тытăмĕнче, хальхи вăхăтра Елчĕкре — администрацире специалист пулса вăй хурать. Кинĕ — Людмила Васильевна округ администрацийĕн вĕренỹ пайĕн тĕп специалисчĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕпе — Изосим Андреевичпа картишĕнче уçă калаçу пуçартăмăр. Çав вăхăтра мăнукĕ пикеннĕ ĕçе малалла тăсрĕ.

— Ĕç тумасăр пĕр кун ирттерсен чун-чĕрере канлĕх çук пек туйăнать. Аттепе анне, пĕтĕм тăван ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем, çавăнпа пире те мĕн пĕчĕкрен кирек хăш ĕçе те юратса пурнăçлама хăнăхтарнă, — терĕ вăл.

— Изосим Андреевич, эсир техника енĕпе çыхăннă йывăр профессие суйласа илнĕ. Тепĕр тесен, техника ĕмĕрĕнче пурăннă вăхăтра унсăрăн халĕ пурнăç та çук пекех туйăнать…

— Курнавăшри сакăр çул вĕренмелли (1957-1965), Çĕнĕ Пăвари вăтам (1965-1967) шкулсенче вĕреннĕ вăхăтра та математика, физика предмечĕсене ытларах кăмăллаттăм. Çак предметсене тăрăшса ăса хывакан пĕр класра вĕреннĕ ачасене курса тăнă çĕрте те асăннă предметсене çиелтен вĕренме май пулман, паллах.

— Шкул хыççăн тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухни те эсир пурнăçра питех те кирлĕ специльноçсене алла илме кирлине малтанах ăнланни сисĕнет.

— Çапла, малтан Канашри 1-мĕш СПТУра электромонтера вĕрентĕм. Ун хыççăн Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче слесарь-сборщик пулса ĕçлерĕм.

Хамăн ĕмĕрте Бугульма хулинчи индустрипе педагогика техникумĕнче, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнче те пĕлĕве анлăлатма тиврĕ. Ялан техникăпа çыхăннă ĕçсенче тăрăшрăм. Çар служби хыççăн та, маларах хамăр тăрăхри «Урожай» колхозра, ун хыççăн 1980 çулчченех Шупашкар районĕнчи 25-мĕш КПСС съезчĕ ячĕпе хисепленекен колхозра электрик пулса ĕçлерĕм.

— Çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра та чуна çывăх ĕçрен пăрăнман пулĕ?

— Апла мар, ку ĕçе вăхăтлăха хăвармалла килсе тухрĕ. Совет Союзĕ тапхăрĕнче эпĕ Брест хулинче службăра тăнă май чикĕ хуралçин тивĕçĕсене пурнăçланă. Пограничниксен çарĕн отличникĕн ятне парса чыс турĕç. Çĕршыва кирлĕ çын пулма пултарнипе вара, чăннипех те, савăнатăп. Май пулнипе усă курса çакна та каласшăн, 60-70-мĕш çулсен тапхăрĕнче те тĕнчере лăпкă пулман. Салтаксем хушшинче çухатусем пулнă, систермен кăна, калаçма та юраман.

— Хальхи вăхăтри СВОри йывăр лару-тăру пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Çак куна никама та курма сунмастăп. Хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши хĕç-пăшалпа переççĕ, хуласемпе ялсем çĕрпе танлашаççĕ. Тата мĕн чухлĕ çамрăк вилет! Хамăр çемьере çухату пулнипе çакна эпĕ тата тарăннăн ăнланатăп. Паянхи лару-тăру лайăхпа вĕçленессе шанас килет. Тĕнчери пĕтĕм халăх пĕр-пĕринпе мирлĕ пурăннине мĕн çиттĕр!

— Тавах сире анлă калаçушăн. Эсир 30 çул педагогика ĕçĕнче вăй хуратăр. Манăн сирĕн пирки: «Çĕнтерỹçĕ, çĕнтерỹçĕсен пуçлăхĕ», — тесе калассăм килет.

— Ытти педагогсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Çитменлĕхсем чылай пулнине те туятăп.

— Кашни çынра хăйне майлă пултарулăх пур. Пĕри ăна — 30, тепри 50 процент пурнăçа кĕртет. Сирĕн çинчен калас пулсан, эсир ăна пĕтĕмĕшле — 100 процент пурнăçа кĕртнĕ, кĕртетĕр те. Çаксене шута илсен, сирĕн ята, чăннипех, пысăк сас паллирен çырма кирлине ăнланатăп.

— Тавтапуç, Петр Васильевич, хисепленĕшĕн. Эпĕ нихăçан та коллективран уйрăлма тăрăшман. Шкулти ертỹçĕсем питех те тивĕçлĕ, пархатарлă, яваплăха туякан тата ыттисене ăнланакан çынсем пулнине халĕ, пушшех, çирĕплетсех калама пултаратăп. Паянхи кун та тĕрлĕ çулсенче пĕрле ĕçленĕ П.М.Смирнов, С.Н.Курчин директорсене, директор çумĕсене — Г.В.Прохорова, А.В.Петровăна, Л.Г.Смирновăна, Т.В.Николаевăна пире яланах пулăшма хатĕр пулнăшăн тав тăватăп.

…Изосим Андреевич Ефимов ачасене тарăн пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре 30 çул вăй хунă. Курнавăшри шкултан вĕренсе тухнă кирек хăш çынран ыйтас пулсассăн та: «Вăл чăн-чăн учитель пулнă», — тесе каласса пĕлсех тăратăп.

Кам вăл чăн-чăн учитель? Çитĕнекен ăрăва пĕлỹ, воспитани паракан — учитель хăй те ĕмĕр тăршшĕпех вĕренет. Хальхи пурнăçра, уйрăмах, кашни кун çĕнĕлĕхсене алла илме ĕлкĕрсе пымалла учителĕн.

— Çамрăксем хăйсем çỹретекен техника тĕлĕшĕпе чăрмав е пĕлменни сиксе тухсан пулăшу ыйтма пырсан: «Эсир пире вĕрентнĕ. Эпир сиртен вĕреннĕ», — тени те савăнтарать, кăмăла çĕклет, — палăртать Изосим Андреевич.

Паянхи çĕнĕ йышши кирек хăш çĕнĕ техникăна та «итлеттерме» пĕлет вăл, вĕсен ăш-чиккине те витĕр курса тăрать. Хăш-пĕр чухне ăнланман ыйту сиксе тухсан ăна Интернет урлă шĕкĕлчесе пĕлет.

Эпир 10-мĕш класра вĕренеттĕмĕр ун чухне, Изосим Андреевич вĕренỹ ĕçне практикăпа çыхăнтарни, тĕслĕхсемпе çирĕплетни паянхи пекех асра юлнă. Вăл уроксене пурне те ăнланмалла йĕркелеме пĕлни вĕренỹре лайăхах ĕлкĕрсе пырайман ачасене те туртăнма, тăрăшса вĕренме хистерĕ. Вĕсем унăн предмечĕсене юратнипе пĕрлех каярахпа пурнăçĕсене те техника ĕçĕпе çыхăнтарчĕç.

Малтанхи вăхăтра, паллах, Изосим Ефимова шкулти техника никĕсĕ хавшакрах пулнăран, ĕçлеме çăмăлах пулман. 1980 çулта çĕнĕ шкул хута кайсан техника базине çирĕплетессишĕн, вĕренỹ шайне тивĕçлипе йĕркелесе пырассишĕн педагогика коллективĕ пĕрлехи вăйпа тăрăшнă. Мĕн ĕçлени сая кайман: техника пайĕсене вĕренмелли, трансмисси, çул-йĕр правилисене вĕрентмелли кабинетсем, çул çỹрев вăхăтĕнче тĕрлĕ хăнăхтарусем тумалли лаптăк туса хатĕрленĕ, ăшă гараж хута янă. Шкулти техника никĕсне çирĕплетсе анлăлатас ĕçре Канашри СПТУ, Курнавăш, Вырăскасси, Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи машинăпа трактор паркĕсем, Комсомольски районĕнчи Асанкассинчи вăтам шкул пысăк пулăшу кỹнĕ.

Хамăн ĕмĕрте мана та Изосим Андреевичпа пĕр коллективра ĕçлеме тỹр килчĕ, ертỹçĕ пулса та чылай ыйтăва татса пама тиврĕ. Коллектив пĕр шухăшлă пулнин тивлетне кура çитĕнỹсене те сахал мар çывхартнă. Ырă шухăш-кăмăллă Изосим Андреевичпа йĕркеленĕ малаллахи калаçу та шăкăл-шăкăл йĕркеленсе пычĕ. Пĕрлехи ĕçре лайăххи ытларах пулнă та, çаксем пирки ытларах аса илтĕмĕр иксĕмĕр те. Шкул директорĕ П.М.Смирнов чăвашла-и, вырăсла-и, ниçта пăхмасăр пĕр йăнăшсăр калаçатчĕ. Çак енĕпе илсен пирĕн тăрăхра ун пек пултаруллă çын урăх пулман та пулĕ. Вырăс чĕлхипе литературин предмечĕсене ертсе пынă Р.В.Дмитриева — чун-чĕрипе ĕçе парăннă çын. З.А.Прохорова — математика учителĕ, çамрăкрах çулĕсенче задача тупсăмне пĕлмесĕр килне кайман. Ун вырăнне тепĕр кунхине ачасен умĕнче хăюллăн урок ирттерме пултарнă вăл.

Эпир калаçнă вăхăтра Ефимовсен çурчĕ умне çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Машина хуçи пире сывлăх суннă хыççăн автомашина çинчи çутă çутакан лампочкăсем сăлтавсăрах çунса кайнине пĕлтерчĕ.

Изосим Андреевич:

— Сăлтавсăр çунса каймасть, юрĕ, тупса палăртăпăр унăн сăлтавне, — терĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, автомашинăн лампочкисем мĕншĕн çуна-çуна кайнине тупса та палăртрĕ ылтăн алăллă арçын. Ун патĕнчен çын пĕрре те татăлмасть, такам та канаш-сĕнỹ ыйтма пырать. Изосим Андреевичран, пĕр шутласан, тĕлĕнмелле те: çулĕпе çамрăках мар пулин те çак вăхăтченех анлă тавра курăмлă пулнипе палăрса тăрать вăл. Çĕнĕ йышши кирек епле техникăна та пĕр-пĕр çамрăкран лайăхрах ăнкарать. Унсăр пуçне, политика, экономика, социаллă ыйтусене уçăмлатас енĕпе те çухалса кайманнинчен тĕлĕнетĕп. Пуçра тĕвĕленнĕ çĕнĕ шухăшсене çамрăксем патне илсе çитерет анчах мар, хăй тĕллĕн пурнăçа кĕртме те вăй-хăват çитерет вăл. Кашни ĕçе тĕплĕн, вăхăтра тума хăнăхнă. Ку е вăл лару-тăрура çухалса каякан йышши те мар, хăйĕн вырăнне яланах пĕлсе тăрать. Пирĕн çакăн пек пултаруллă çынран вĕренмелли питĕ нумай. Вăл пирĕншĕн ăс пама пултаракан чăн учитель вырăнĕнче пулĕ яланах, вăл — чăн-чăн чăваш патриочĕ. Çавăнпа та ăна «пурнăç академикĕ» ятарлă ят парса хисеп туни пĕрре те йăнăш пулмĕ тесе шутлатăп.

Изосим Андреевичпа Светлана Ивановнăн, унăн çемйин, тăванĕсен, юлташĕсен ĕмĕрĕ вăрăм та пархатарлă, усăллă ирттĕр…

Петр КУЗНЕЦОВ,
Курнавăш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code