Понедельник, 17 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агроклассене — çĕнĕ оборудовани

Агроклассене — çĕнĕ оборудовани

Ку ĕç «АПКри кадрсем» федераци проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Кăçал ялти 7 агрокласа хальхи йышши оборудованипе тивĕçтерме палăртнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, малтанхи 2 çулта аграри предприятийĕсем пулăшнипе 130 агролаборатори уçнă, «Профессионалитет» проектпа килĕшỹллĕн Çĕрпỹри аграри техникумне çĕнетме 100 миллион тенкĕ уйăрнă.

Агроклассем валли кăçал 5-шер миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çĕнĕ оборудовани Патăрьелти 2-мĕш, Вăрнарти 2-мĕш, Красноармейскинчи, Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк, Муркашри, Етĕрнери 3-мĕш, Шупашкар округĕнчи Тренкасси шкулĕсене çитмелле. Çак çĕнетỹ ял хуçалăх енĕпе пĕлỹ илекен 200 ытла ачана пырса тивет. Çакна аса илтерни те вырăнлă: вĕрентỹ урежденийĕсем валли çĕнĕ оборудовани туянма республикăри 7 агропредприяти пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code