Пятница, 25 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренекенĕмсен тата юлташсен тимлĕхĕ вăй-хал парать

Вĕренекенĕмсен тата юлташсен тимлĕхĕ вăй-хал парать

Педагог профессине суйласа илсе мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вĕрентекен пулса тăрăшма шăпа пỹрнипе питех те савăнатăп. 43 çул шкулта ĕçлесе ачасем уроксенче итлемесĕр шавласа ларса тарăхтарнине те курман эпĕ. Хам та вĕсене кăшкăрса вăрçман нихăçан та. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулин те, вĕренекенсем халĕ те ырăпа аса илсе куç тĕлне тунинчен хăш-пĕр чухне тĕлĕнетĕп те.

Ачасене урока вăрçса вĕрентнинчен усси пулманнине эпĕ ун чухнех лайăх ăнланнă. Мĕншĕн тесен вĕренес пултарулăх пурин те пĕр пек пулаймастех. Хăш-пĕр ачана темле ятласа тăрсан та унăн пĕлỹ шайĕ ỹсеймест. Учитель темле тăрăшса вĕрентсен те вăл ăнланса çитереймест. Турă пурне те пĕр пек ăс-тăн параймасть. Чылай чух начартарах вĕреннĕ ачасем те пурнăçра хăйсен вырăнне тупса пултаруллă, пуçаруллă çынсем пулаççĕ.

Шкул ачисем хăйсене кỹрентернине вара çитĕнсе çитсен те манса каймаççĕ. Ватăличчен пурăнса та пĕр вĕренекенрен те эпĕ хам çинчен япăхпа аса илнине илтмерĕм. Яланах ырă каланине анчах илтетĕп, çавăнпа савăнса пурăнатăп та.

Кĕçĕн Таяпари шкулта 15 çул кĕçĕн классене вĕрентрĕм. Вĕсенчен нумайăшĕ халĕ те манпа тачă çыхăну тытаççĕ. Карас телефонĕсем пурри те епле лайăх, шăнкăравласа уявсен ячĕпе саламлаççĕ, хамăн ачасене тĕл пулсан вĕсенчен салам сăмахĕсем каласа яраççĕ. Çуралнă кунсенче округ хаçачĕ урлă саламлаççĕ, ытам тулли парнепе килеççĕ. Парне панипе мухтанмастăп, чи кирли — сума суни, хисеплени — çавăншăн, чăннипех, чун-чĕререн савăнатăп. Тепĕр тесен, нумай кирлĕ-и мана, ватă çынна хавхаланма? Владимир Витальевич Матвеев, Маргарита Максимовна Филиппова, Александр Николаевич Ефимов — манăн чи çывăх çыннăмсем, юратнă вĕренекенĕмсем, пурăнма вăй-хăват парса тăракансем. Хам чун панă тĕпренчĕкĕмсем пекех çывăх вĕсем маншăн. Елена Головинапа Вениамин Андреев, Луиза Семенова та — манăн вĕренекенĕмсем. Тимлĕхшĕн вĕсене те пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Тивĕçлĕ канура та кичем мар мана, хавхалантарса пурăнакан юлташсем тупăнчĕç. Иртнĕ çулсенче округри ветерансен канашĕн председателĕ пулса тăрăшнă Серафима Александровна Терентьева ветерансемпе ирттернĕ пĕр мероприятирен те хăвармастчĕ. Вăл ертсе пынипе Хусан, Чĕмпĕр, Шупашкар хулисенче экскурсире пултăмăр. Çакăн евĕр мероприятисене малашне те йĕркелессе шанса тăратăп. Çавăнтан тытăнса, пушшех, унпа çывăх юлташсем пулса тăтăмăр. Пенсионерсен канашĕн председателĕ пулнă Людмила Александровна Горшкова та манăн — шанчăклă юлташ. Ветерансен канашĕн пайташĕсем пулса пĕрле ĕçленĕ Александра Прохоровна Сайкинапа та туслă çыхăну тытатпăр. Кĕçĕн Таяпари ялти библиотекаре Светлана Васильевна Агеевăна та çĕре çити пысăк тайма пуç, йывăр вăхăтра пире пулăшнăшăн.

Маларах — Педагогпа наставник çулталăкĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Васильевич Левый тата ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Николаевна Федорова (вăл та манăн вĕренекенĕм пулнă) Учитель кунĕнче киле килсе саламлани маншăн нихçан асран тухми парне пулчĕ. «Елчĕк ен» хаçата статьясем çырма хавхалантараканĕ вара — Светлана Анатольевна Архипова журналист. Нумай çул хаçатра ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă çак çынпа ку е вăл темăна сỹтсе явнă хыççăн çийĕнчех çыру сĕтелĕ умне черетлĕ статьяна шăрçалама ларатăп.

Ватлăх кунĕсенче пулса иртекен çакăн пек пулăмсемпе савăнса, хавхаланса пурăнатăп…

Ольга МИРОНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
Таяпа Энтри ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code