Елчĕкри нумай функциллĕ центрта «Страховая компания «Чувашия-Мед» акционерлă общество ĕçченĕсем тĕл пулу йĕркеленĕ.
Клиентсем унта страхлакан компанин эксперчĕсенчен медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци тухмаллин актуаллă информацине илнĕ. Хăш-пĕр граждансем, тухтăртан консультаци илнипе пĕрлех, юн пусăмне те тĕрĕсленĕ.