Понедельник, 17 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пур енĕпе те пултаруллă

Пур енĕпе те пултаруллă

Курнавăшри вăтам шкулта пултаруллă вĕренекенсем йышлă. Вĕсен хушшинче вĕренỹри, спортри, обществăлла ĕçри çитĕнỹсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илекенсем те çулсеренех пур. Кăçал çак хисепе 10-мĕш класра пĕлỹ пухакан Татьяна Васильева иккĕмĕш хутчен тивĕçрĕ. Çакă, паллах, тăван шкул чысне те çĕклет.

Таня шкулта ирттерекен мероприятисене яланах хастар хутшăнать. «Эпир — пĕрремĕшсем» юхăм ертỹçи пулса тăрăшаканскер, округра йĕркелекен ĕçсенчен те пăрăнса юлмасть. Асăннă юхăм пуçаракан республикăри слетра пулса хăйĕн тавра курăмне аталантарнине, пултаруллă ачасемпе паллашнине, нумай çĕннине илнине хавхаланса каласа парать. Тĕрлĕ ăсталăх класĕсене хутшăнни те вĕренекенсен характерне çирĕплетнине, яваплăха туйма пулăшнине палăртать Таня.

Вĕренỹре те маттур вăл: дневникра «5» паллăсем кăна. Çавна май олимпиадăсенчи кăтартăвĕсем те мухтанмалăх. Кăçалхи вĕренỹ тапхăрĕнче муниципалитет тапхăрĕнче икĕ предметпа 1-мĕш пулчĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче ака уйăхĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе регионти олимпиадăра призер, пĕтĕм тĕнче шайĕнче вара çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче тăван чĕлхепе ирттернĕ олимпиада çĕнтерỹçи те вăл.

Таня — класс старости. Шанса панă ĕçе яваплăхпа пурнăçлать. Спортпа туслăскер, уйрăмах çуран тата йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Шкул чысне волейбол, баскетбол турнирĕсенче хỹтĕлет. «Зарница» çарпа спорт вăййинче вăл 8-мĕш класранпах.

Мал ĕмĕтлĕ хĕр ача хăйĕн пĕлĕвне тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕслет: «Хавхалану», «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ», «Золотое Руно», «Граци»… Паллах, çитĕнỹсемсĕр мар. Нумаях пулмасть регион шайĕнчи «Вăрман олимпиадин» муниципалитет тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн йышăнчĕ вăл.

Анлă тавра курăмлă, пуçаруллă хĕр волонтерсен «Альтаир» отрячĕн хастар членĕ те. Вăл ялти тыл ветеранĕсене, ватăсене, ветеран педагогсене, кĕçĕн çулхи ачасене тĕрлĕ енлĕн пулăшу парать.

Татьяна Васильева — кашни ачашăн ырă тĕслĕх. Ăна çитĕнỹсен çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентекенсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те куллен пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.

Надежда КУЗНЕЦОВА,
вĕрентекен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code