Калав
Смена вĕçленсен Иван Петрович килне кайма пуçтарăнчĕ. Пиллĕкмĕш çул хирург пулса ĕçлет вăл хула клиникинче. Маларах хăй çуралса ỹснĕ хулари больницăра сахал мар çынна операци туса вилĕм аллинчен туртса кăларнă. Амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн хваттерне сутса халь ĕçлекен хулана куçса килес терĕ (хваттерти кашни япала амăшне аса илтернĕрен чунра йывăрччĕ).
Иван Петровича коллективра пурте хисеплеççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вăл. Ăна чи кăткăс операцисем тума шанаççĕ. Турă панă хирург вăл. «Темле йывăр аманнă çынна та çĕнĕрен пурнăç парать, тĕрлĕ чиртен сыватать», — теççĕ ун пирки клиникăра. Чирлисемпе те сăпайлă вăл. Эмелпе те, ырă сăмахпа та сиплеме пĕлет.
Иван Петрович ĕçтешĕсемпе сывпуллашрĕ те пĕрремĕш хута анчĕ. Алăкран тухнă чухне «Васкавлă пулăшу» машини чуна çурса ярасла кăшкăртса килнине курчĕ. «Кама илсе килеççĕ-ши тата? Тем тесен те йывăр чирленĕскере е вăйлă аманнăскере пулĕ?» — шухăш вĕçрĕ пуçĕнче.
Часах машина клиника умне çитсе чарăнчĕ. Иван Петрович та ытти медицина ĕçченĕсемпе пĕрле машина патне чупса пычĕ. «Каталка» çинчи вунпилĕк-вунултă çулхи хĕр ачана асăрханса антарчĕç те пĕр тăхтаса тăмасăр пулăшу пама илсе кайрĕç. Самаях аманнă курăнать. Пичĕ-куçĕ шыçăнса, юнпа вараланса пĕтнĕ, вĕçĕмсĕр ахлатать.
Дежурнăй врач пур пулин те, Иван Петрович килне кайма пултараймарĕ, хирурги уйрăмне хăпарчĕ. Салтăнчĕ те коридора тухрĕ. Ăна хирĕç Алена Николаевна чупсах килет, аякранах калаçма пуçларĕ. «Шăпах эсир кирлĕччĕ мана, Иван Петрович. Йывăр суранланнă хĕр ачана илсе килчĕç. Темиçе çĕртен аманнă, юн нумай çухатнă. Хăвăртрах операци тумалла. Пĕтĕм шанчăк сирĕн çинче. Юрий Всеволодович кăткăс операци туса курман, вĕренсе çеç пырать, иккĕмĕш çул çеç ĕçлет. Ĕç кунĕ те вĕçленнĕ, эсир паян икĕ операци тунине те пĕлетĕп. Хĕр ачана шел, ытла та çамрăк-çке, пурăнса та ĕлкĕреймен, çеçке те çурайман».
«Эпĕ хирĕç мар. Киле кайма тухнăскер суранланнă хĕр ачана курнă хыççăн каялла кĕтĕм. Анестезиолог вырăнтах-и? Анализсем панă-и? Эмелсем çине аллерги çук-и? Юн хатĕр-и?» — вун-вун тĕрлĕ ыйту пачĕ аслă хирург.
«Пурте хатĕр. Пирĕншĕн кашни минут хаклă. Кайрăмăр!» — васкатрĕ больницăн тĕп врачĕ Роза Викторовна.
Операци сĕтелĕ çинче выртакан хĕр ача çине тинкерчĕ хирург. Чăнах та, Роза Викторовна калашле, ача-пăча çеç.
«Аннепе сывпуллашасчĕ манăн», — аран-аран куçне уçса пăшăлтатрĕ вăл. «Пурте йĕркеллĕ пулать, хĕрĕм. Аннỹпе операци хыççăн курса калаçатăр. Сурансем те хăрушах мар. Ан кулян, пурте йĕркеллĕ пулать. Туйунта та ура хуçсах ташлăпăр-ха. Хăв чĕнсен, паллах», — шỹтлерĕ тухтăр хĕр ачана лăплантарса.
Анестезиолога пуç сĕлтсе ĕçе пуçăнма хушрĕ. 6 сехете пынă операци ăнăçлă вĕçленсен пурте хаш! сывласа ячĕç. Хĕр ачан пурнăçĕ хăрушлăхра мар ĕнтĕ текех, тăна кĕриччен реанимаци уйрăмне илсе кайрĕç.
Иван Петрович хваттере каçхине çеç çитрĕ. Хывăннă хывăнман диван çине выртса ним туйми çывăрса кайрĕ. Ирхине вăрансан тỹрех телефонне уçса пăхрĕ: никам та çырман та, шăнкăравламан та. «Апла пулсан хĕр ачапа пурте йĕркеллĕ», — чунтан савăнчĕ вăл. Ĕç вырăнне пĕр-ик сехет маларах çитсен тỹрех реанимаци уйрăмне кайрĕ.
— Ырă ир пултăр, Виктория. Хăвна мĕнле туятăн? — сывлăх сунчĕ хĕр ача вăраннине курсан.
— Сывлăх сунатăп. Сурансем шутсăр ыратаççĕ.
— Ыратнине туятăн пулсан питĕ лайăх, часах сывалатăн. Уколсем тумарĕç-и-ха?
— Килеймерĕç-ха. Тавтапуçах сире, тухтăр.
— Хăвăртрах сывалма тăрăш, хĕрĕм. Санăн пурăнмалла та пурăнмалла. Пурнăçпа киленмелле.
— Тавтапуç тепĕр хут сире, — пуçне кăштах çĕклесе тав турĕ Вика.
Хĕр ачан мăйĕ çинчи пĕчĕк çулçă евĕр тур палли Иван Петровичăн куçĕ тĕлне пулчĕ. Операци вăхăтĕнче епле асăрхаман-ха вăл çакна? Кăкăрта тем хĕссе лартрĕ, сывлăш та çитми пулчĕ. «Кăнтăрла иртсен тепре кĕрсе тухатăп. Суран ыратмасăр тỹрленмест. Часах сан пата Вера Николаевна медсестра укол тума килет», — тесе Иван Петрович хăвăртрах коридора тухрĕ. Çывăхри кресло çине пырса ларчĕ. Сывлăш çавăрса янă хыççăн хăйĕн кабинетне васкарĕ. Ĕç пуçланасси пĕр сехете яхăн. Ытти кунсенче çак вăхăтпа усă курса ирхи апат çиетчĕ тухтăр. Паян пĕр чĕптĕм те çиес килмерĕ унăн. Пуçран пĕчĕк çулçă евĕр тур палли ниепле те кайма пĕлмерĕ. Диван çине ларчĕ те асаилỹ авăрне путрĕ.
Университетра 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне каçхи дискотекăра Маринăпа паллашрĕ вăл. Пике педагогика институтĕнче историпе филологи факультетĕнче филолог пулма хатĕрленет-мĕн. Çак каçран пуçласа уйрăлми туссем пулса тăчĕç студентсем. Пушă вăхăт тупăнсанах пĕр-пĕрин патне туртăнатчĕç. Тăваттăмĕш курс пĕтерсен ЗАГСа заявлени кайса пачĕç. Туй пуласси пĕр эрне юлсан Марина йĕп пек çухалчĕ. Вăл вĕренекен институтра пулнă хыççăн хĕр пĕр çулталăка академи отпускĕ илнине пĕлчĕ. Маринăн ашшĕпе амăшĕ çĕрме пуянсемччĕ. «Пĕртен-пĕр хĕрне чухăн студента качча парас темерĕç пулĕ», — текен шухăш та пырса кĕнĕччĕ каччă пуçне. «Пăхман хĕвеле пăхтараймăн, савман пикене савтараймăн, — теççĕ халăхра. — Манăн та çавнашкал пулса тухрĕ пулмалла. Мĕн пулни-иртнине манса кайса малалла пурăнас пулать», — тесе хăйне хăй лăплантарчĕ те пуçĕпех вĕренỹ ăшне путрĕ. Университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн ĕçе кỹлĕнчĕ. Ахаль хирургран квалификациллĕ аслă категориллĕ врач таран ỹсрĕ. Çемье çинчен шухăшлама вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пулмарĕ урăх. Пурнăç йỹççине çамрăклах тутанма тиврĕ ăна. Ашшĕ ывăлĕ 5-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра аварие лексе вилчĕ, мăшăрĕпе ачине тăлăха хăварчĕ. Амăшĕ, Роза Кирилловна, хула больницинче аслă медсестрара ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ывăлĕшĕн хыпса çунатчĕ хĕрарăм. Хăйĕн пурнăçĕнчен те ытларах юрататчĕ пуль ăна. Иккĕшĕн хушшинче нимĕнле вăрттăнлăх та çукчĕ вĕсен. Çавăнпах-и, тен, амăшĕ пурăннă чухне пĕчченлĕхе туйсах каймастчĕ.
Алăка хуллен шаккани Иван Петровича паянхи пурнăçа таврăнма хистерĕ.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, алăк уçă, — сас пачĕ вăл.
— Ырă кун пултăр. Тавтапуç сире, Иван Петрович, ĕнер хĕр ачана операци тума килĕшнĕшĕн, — алă тытса тав турĕ Юрий Всеволодович çамрăк хирург.
— Тархасшăн. Эсĕ те ăнăçлах тăваттăнччĕ операцине. Шикленмелле мар çеç, — хавхалантарчĕ ĕçтешне Иван Петрович.
Малалли пулать.