Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе Тăрăмри культура çуртĕнче кĕске вăхăтра хỹтлĕх тетелĕсем çыхса хатĕрлерĕç.

Ыр кăмăллăх акцийĕнче Тăрăм, Кипеç, Анатри Тимеш, Тип Тимеш ялĕсенче пурăнакансем хастар пулнине палăртас килет. Аслă ăрурисене те тайма пуç. 89 çулхи Ольга Мясникова тата унран кĕçĕнрех Лидия Викторова мунчаласем çыхса панă.
Пулăшу ĕçне йĕркелессине Олег Егоровпа Елена Карпова хăйсем çине илнĕ. Вĕсен ывăлĕсем те СВОра, тĕрев кирлех.
Светлана МИХАЙЛОВА,
библиотекарь.

