Республикăра хăмла лаптăкĕсене ỹстересси хальхи вăхăтри патшалăхăн тĕллевлĕ программи пулса тăчĕ.
Пурнăçăм шăпах хамăр ялта хăмла ĕрчетессипе çыхăннăран çак ыйту маншăн питех те кăсăклă.1930 çулта Кушкă ялĕнче те «КИМ» колхоз йĕркеленнĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен хăйсен лашисемпе ĕнисене те колхоза пама тивнĕ. Çак йывăрлăхсемсĕр пуçне, май уйăхĕнче ялта пушар тухса 29 кил çунса кĕлленнĕ пулнă.
Манăн асатте — Николай Кириллович Трофимов 1900 çулта йĕркеленнĕ урамра хăй хуçалăхĕпе тĕпленсе пурăннă, пушар вăхăтĕнче унăн хуçалăхĕ те пĕтнĕ. Çакăн хыççăн асатте çырма кассинчи урама куçса тухса хуçалăх уçнă. Вăл йĕркеленĕ вăхăтрах çырма хĕррипе шалча лартса хăмла ỹстерме тытăннă. Асатте хăмлине çынсем кăмăлласа туяннине эпĕ лайăх астăватăп.
Килте сăра тунă чухне малтан ырашпа урпа çăнăхĕсенчен салат пăтти туса кăмакара чỹлмекпе пыллантаратчĕç. Эпĕ асатте çумĕнче хăмла ỹстерессипе çыхăннă нумай ĕçе тума та хутшăннă.
1953 çулта «КИМ» хуçалăха Аслă Пăла Тимешри Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозпа пĕрлештерсен Кушкă ялĕнчи Аслă Пăла юханшывĕ çумне хăмла плантацийĕ йĕркелерĕç. Пирĕн анне унта ĕçлетчĕ. Трактор бригадин тата комплекслă бригада бригадирĕнче тăрăшнă çулсенче те хăмла туса илессинчи хăш-пĕр ĕçсене механизацилесе çăмăллатассипе эпĕ сахал мар вăй хутăм.
Хăмлан çĕнĕ плантацине хывнă чухне кашни сапан валли 60х60х60 сантиметр тарăнăш шăтăк чавма çирĕп хушу патăм. Çакна пĕлнĕ хыççăн пĕр хĕрарăм хĕтĕртнипе хăмла лаптăкĕнче ĕçленĕ çĕртенех пурте пăрахса кайрĕç. Эпĕ Шăмăршă вăрман хуçалăхне çитсе 70 сантиметр тарăнăш канав уçакан плуг илсе килтĕм. Юпа хушшинчи йĕпсене вырнаçтарма çак агрегатпа усă курса шăтăк чавса тухрăмăр. Çапла вара хĕрарăмсем хăмла сапанĕсене çĕр улми лартнă чухнехи пек анчах пăраха-пăраха тухрĕç.
Тутар Республикине кĕрекен Каратун чугун çул станцине запас пайĕсем илме кайсан шыв сапакан агрегатсем куртăм та, правленипе канашламасăрах вĕсене илсе килтĕм. Тепĕр кунхинех Патăрьелĕнчи ПМКна çитсе шыв сапмалли пăрăхсем кỹрсе килтĕм. Кăнтăрла хыççăн хăмла лаптăкне Пăла юханшывĕнчи шыва сапма та тытăнтăмăр.
Хăмла çиппи çакасси те питĕ йывăр ĕç шутланнă. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхозра производство практикинче пулнă чухне хăмла çиппи çакнă çĕрте усă куракан «Белка» шăлтăрма илсе килтĕм. Часах çак мелпе «Победа» колхозăн 10 ялĕнче те усă курма тытăнчĕç.
Бригадăсенче хăмла татма тытăниччен ăна типĕтме вутă-шанкă нумай хатĕрленĕ. Хăмла тата тырă типĕтмелли топливăпа ĕçлекен форсункăсене Елчĕк сельхозтехникинчен лаша урапипе илсе килтĕм. Хăмла типĕтесси те калама çук канăçсăр, кăткăс ĕçчĕ. Вĕри хăмлана кашни 10-15 минутра пăтратса тăмаллаччĕ. Хĕрарăмсем çак ĕçе пурнăçлама пит килĕштерместчĕç. Эпĕ ку ĕçе те тĕпрен çăмăллатрăм. Хăмла типĕтекен 2 кăмака çине те 4х8 метрлă сетка сарнă типĕтмелли агрегат ăсталарăм. Сетка çине пĕр талăкра 2 хутчен чĕрĕ хăмла тултаратăн та, кăмакаран ĕмсе илнĕ вĕри сывлăш хăмла сийĕ витĕр тухать. Кăмакаран типсе тухнă хăмлана Çĕрпỹ хулинчи пункта нумай вăхăта упрама леçеттĕмĕр, унран гранулăсем тăватчĕç. Юлашкинчен илсе кайнă партие гранула тунă хыççăн, хăмла хакĕ йỹнĕ тесе, сутма килĕшмерĕç. Çапла вăл тĕлли-паллисĕр çухалчĕ.
Çав çулсенче эпир ỹстернĕ хăмла пахалăхĕ пысăк, чĕр тавар пахалăхне кура унăн хакĕ те тивĕçлĕ пулнă. Çакна кура хăмла плантацийĕнче вăй хуракансен шалăвĕ те пĕчĕкех пулман, ĕçченсене хушса та тỹленĕ.
Илья ТРОФИМОВ.