Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тĕллевпе кашни территори пайĕнче пысăк ĕçсем пурнăçлаççĕ.
Кивĕ Арланкассинче пурăнакансем те хастар ку тĕлĕшпе. Канмалли кунсенче кăна пилĕк маскировка сетки çыхма ĕлкĕрнĕ вĕсем. Çитĕннисемпе пĕрле шкул ачисем те хăйсен тăрăшулăхне кăтартнă. «Ырă ĕç тума килекенсене никам та хистемест, — тет клуб заведующийĕ Эльвира Артемьева. — Канăçлă, чун хавалĕпе тунă ĕç вара хавхалантарать те».

