Иртнĕ çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн çемьене пысăк хуйхă килсе çапрĕ: ирхине 4 сехетре кỹршĕсен пĕчĕк пỹртĕнчен тухнă пушар пирĕн икĕ хутлă çурта, пурнăç тăршшĕпе пухнă пурлăха кĕле çавăрчĕ.
Çак йывăр вăхăтра пире пăрахман, пулăшу аллине тăснă кашни çынна чĕререн тав тăватпăр. Аслă Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Скворцов, служба тивĕçĕсене пурнăçлакан МЧС, газ хуçалăхĕн, васкавлă пулăшу, полици ĕçченĕсем оперативлă ĕçĕшĕн пысăк тав сăмахне тивĕç.
Инкекре пире тăвансем çеç мар, пĕтĕм ял-йыш, Шуршупа Аслă Таяпара, округра, тĕрлĕ хулара пурăнакансем пулăшу аллине тăсрĕç. Çавăн пекех мăнукăн, Мишăн, Шупашкарти строительство фирмине те тавах. Ушкăнпах килчĕç унта ĕçлекенсем.
Пушар хыççăнхи ăпăр-тапăра тасатса тухма фермерсем — Валерий Смирнов 4 тĕрлĕ техникăпа, Сергей Пузырев тракторпа пулăшрĕç. Икĕ кун хушшинче ял халăхĕпе пĕрле лаптăка йăлтах йĕркене кĕртрĕмĕр. Валерий Петрович шывпа та тивĕçтерме пулăшрĕ.
Çакăн пек инкексенчен Турă сыхласа тăтăр сире, пурсăра та тунă ĕçсемшĕн ыррине кăна сунатпăр.
Чăваш Тăрăмĕнчи Никифоровсен çемйи.