Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хальхи вăхăтра 600 ытла çынна пĕрлештерсе тăракан республикăри АПК ветеранĕсемпе ирттернĕ тĕл пулăва пирĕн округран «Победа» ООО директорĕ Николай Головин хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Тĕл пулура хăйне сăмах калама ирĕк панипе усă курса Николай Александрович çамрăк специалистсене ялта ĕçлесе пурăнма хавхалантарас тĕллевпе вырăнта пурнăçлама май пур ĕçсем, çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен ялта ĕçлесе пурăнма хăнăхтарасси пирки чарăнса тăнă.
Олег Николаев хăй сăмахĕнче агропромышленность комплексĕ республикăра малти вырăнта тăнине палăртнă. Отрасле аталантарма бюджетран та укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Аграрисем нумай çĕнĕлĕхе алла илеççĕ, çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, харпăр хăй хуçалăхĕсене йĕркелекенсем те нумайлансах пыраççĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май АПК отраслĕнчи çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, продукци туса илесси кашни çул ỹссе пырать, ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче 8-мĕш вырăнта.
Чăваш Енри АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Самылкин ветерансем шкул ачисемпе, студентсемпе тĕл пулса патриотизм темипе тĕрлĕрен мероприятисене ирттерме хутшăннине пĕлтернĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ тата ытти те.
Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май ветерансем вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене хăтлăлатас, вĕсене халалласа парксемпе аллейăсем йĕркелес, асăну хăмисем уçас ĕçсене хутшăнасси тата ытти мероприятисенчен те айккинче юлас çукки çинчен пĕлтернĕ.
(Хамăр корр.)