Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Истори çăл куçĕсене тупма, вĕсене тĕпчесе пĕлме вĕрентрĕ…

Истори çăл куçĕсене тупма, вĕсене тĕпчесе пĕлме вĕрентрĕ…

Ентешĕмĕр — Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Васильевна Ертмакова 70 çул тултарнă май кăрлач уйăхĕнче округ хаçатĕнче — «Елчĕк енре», çавăн пекех «Хыпар» хаçатра та унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн çырса кăтартнине вуланă хыççăн эпĕ те çыру сĕтелĕ умне лартăм. Мĕншĕн тесен ун пирки ырăпа аса илсе каласа кăтартмалли манăн та сахал мар.

Галина Васильевнăпа эпĕ 40 çула яхăн каялла паллашнă. 1985 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче эпир, Елчĕкри «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем, предприятие йĕркеленĕренпе 50 çул çитнине уявласа ирттертĕмĕр. Предприяти директорĕ Степан Иванович Лавров ыйтнипе эпĕ шăпах уяв умĕн район хаçатĕнче — «Колхоз ялавĕнче» «Ял хуçалăхĕнче — 50 çул!» ятлă статья пичетлесе кăлартăм.

Уява хамăр предприятирен пуçларăмăр та, Елчĕкри культура çуртне куçрăмăр. Унта «Сельхозтехника» пĕрлешỹре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, МТС ветеранĕсене («Сельхозтехника» малтан МТС — машинăпа трактор станцийĕ ятлă пулнă) чĕнтĕмĕр.

Уява хутшăннă ветерансенчен чылайăшĕ район хаçатĕнче МТС пирки тухнă статья пирки те аса илчĕç. Çакна шута илсе Степан Лавров директор мана МТС кун-çулне малашне тата тĕплĕнрех тĕпчесе пĕлме ыйтрĕ. Çапла майпа эпĕ директор каланипе хавхаланса, паллах, çак тема хамшăн та пит кăсăклă, ĕçрен пушă вăхăтра предприяти кун-çулĕпе çыхăннă çĕнĕрен те çĕнĕ материалсене шырама тытăнтăм. Çапла майпа районти архива çитрĕм, унта эпĕ шăпах пĕрремĕш хут Галина Ертмаковăпа паллашрăм. Архив заведующийĕпе малашне çыхăнса ĕçлесси те пирĕн сахал мар пулчĕ. Акчел ялĕнчи Тимирязев ячĕллĕ колхоз пирки çырăннă документсене шыраса тупма та мана вăл нумай пулăшрĕ. Çав çулсенче МТСăн тата колхоз ĕçĕсемпе çыхăннă докуменчĕсене архивра шыранă чухне КПСС райкомĕн, райĕçтăвкомăн мĕн чухлĕ документне, «Колхоз ялавĕ» хаçатăн страницисене миçе хутчен çавăрса вуламан-ши? Галина Васильевна пулăшман пулсан çак ĕçсене туса та пĕтереймен пулăттăм. Архив ĕçĕ калама çук кăткăс та йывăр, документсемпе ĕçлеме вара пысăк чăтăмлăх кирлине эпĕ çавăн чухне тин лайăх ăнланса илтĕм.

Тимирязев ячĕллĕ колхозăн докуменчĕсемпе ĕçленĕ чухне Галина Ертмакова мана: «Пĕлетĕн-и эсĕ, ку е вăл вăхăтри пулăм çинчен статья çыратăн пулсан хăвна çав вăхăтра пурăннă çын пек туйса тăмалла. Унсăрăн тĕрĕс те витĕмлĕ статья çырма йывăр», — терĕ.

Эпĕ историк та, тĕпчевçĕ те мар. Çакна шута илсе пулĕ мана архив заведующийĕ Чăваш Республикинче колхозсене мĕнле йĕркелени çинчен çырнă, Чăваш кĕнеке издательствинче 1990 çулта пичетлесе кăларнă «Сельское хозяйство и крестьянство Чувашской АССР. 1920-1937 годы. Осуществление коллективизации» ятлă кĕнеке парнелерĕ. Кĕнекене тĕплĕн шĕкĕлченĕ хыççăн эпĕ республикăри районсенче колхозсем мĕнле йĕркеленсе пынине, çак ĕç калама çук йывăр та кăткăс пулнине, тата çак вăхăт нумай çыннăн куççулĕпе те çыхăннине лайăх ăнлантăм.

1998 çулта Галина Ертмаковăна ĕçлеме Шупашкара куçарчĕç, 2002 çулта ăна Чăваш Республикин патшалăх истори архивне ертсе пыма шаннине эпир, Елчĕк районĕнчи таврапĕлỹçĕсем, савăнса йышăнтăмăр пулин те, халĕ унăн пирĕнпе ĕçлеме вăхăчĕ сахалрах пулнине ăнланса илтĕмĕр. Анчах Галина Васильевна пиртен ютшăнмарĕ, малтанхинчен кая мар пулăшса пычĕ, хăйĕн ытти соотрудникĕсене те пире пулăшма явăçтарчĕ.

Галина Васильевна мана ытти нумай истори материалĕсене тĕпчеме пулăшрĕ. Чи курăмлисен шутне Кĕçĕн Пăла юханшывĕ çинче ГЭС туни, Патреккел ялĕнче 1924 çулта пысăк археологи ĕçĕсене ирттерме хутшăннă ученăй, писатель тата археолог пулнă Александр Линевский çинчен, Акчел ялĕнче пурăннă, килĕнче кантăр çăвĕ туса унпа усă курнă, Кĕçĕн Пăла юханшывĕнчи тăмран сăрă тума пултарнă Деомид Антонович Пушков ăстаçă пирки çырнисене кĕртетĕп.

Иртнĕ уйăхра пирĕн хисеплĕ Галина Васильевна 70 çул тултарчĕ. Эпир, Елчĕк муниципалитет округĕнчи таврапĕлỹçĕсем, каярах юлса пулин те, ăна пĕтĕм чĕререн пире кулленхи ĕçре пулăшса пынăшăн тав тăватпăр, ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатпăр.

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code