Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Команда призерта

Команда призерта

Патăрьелте 14-15 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче алă вăйĕ виçессипе Чăваш Ен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Елчĕксем сакăр командăран 3-мĕш позицине йышăннă. Малтисем — кил хуçисемпе Каçалсем. Хăйсен виçисенче Илья Кирилловпа (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ) Кристина Якимова (Курнавăш) пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарнă. Елчĕкри Виктория Захаровăпа Кушкăри Ярослав Тихонов — 2-мĕш, Елчĕкри Даниил Симаковпа Кушкăри Анна Чайкина тата Аслă Елчĕкри Анастасия Печкова — 3-мĕш. Командăна ăмăртăва Елена Портновăпа Сергей Солин хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code