Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
— Хальхи вăхăтпа иртнине çыхăнтарса ирттерекен мĕн пур мероприятие çулталăк темипе пĕр килекен содержанипе йĕркелесе ирттерни питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
2025 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
2025 çула Раççейре Çĕршыв хỹтĕлевçин, Чăваш Енре Çĕнтерỹпе патриотлăх çулталăкĕ тесе палăртнă. Сумлă çак тапхăра тунтикун Елчĕкри культура керменĕнче ятарласа уçрĕç.
Мероприятин патриотла витĕмĕ концерт программинчен мар, фойери куравсенчен пуçланчĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçĕсене хунă ентешсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе, виç кĕтеслĕ çырусемпе, çар çыннисен тумĕсемпе тата ытти нумай экспонатпа паллашма май туса панă. Архив ĕçченĕсем пĕр-пĕр салтакăн кун-çулне çийĕнчех уçса пама хатĕр. Ăсталăх класĕ йĕркелени те уяв темине çывăх пулчĕ.
Мăнаçланупа хавхалану туйăмĕ малалла зала куçрĕ. «Туслăх» халăх хорĕ Раççей Геройне Н.А.Петрова халалланă «Пуç таятпăр пурте» юрра ура çине тăрса итлерĕç. Ăна куççуль кăлармасăр юрлама та, итлеме те çук. Кадетсем строй уттипе Тăван çĕршывăмăрăн тата Чăваш Енĕмĕрĕн Патшалăх ялавĕсене илсе кĕни, Патшалăх Гимнĕсене пĕтĕм йышпа юрлани чун-чĕресене çĕнĕ вăй панăнах туйăнчĕ.
Этемлĕхĕн чылай ĕмĕрхи историне илес пулсан, пĕр çĕршыв та Раççей халăхĕ пек вăрçăсем витĕр тухман. Мире юратакан нумай нациллĕ çĕршыв вĕсене яланах çĕнтерỹпе вĕçленĕ. 80 çулхи Аслă Çĕнтерỹ те фронтри паттăрлăхпа тылри хастарлăх пĕр тĕвĕре пулнăран туптаннă. Çакă нихăçан та манăçа тухмĕ.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та иртсе пыран çулсем Раççей çарĕпе халăхĕн пĕрлĕхне çирĕплетсе кăна пынине палăртнă май, округра çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине тивĕçлĕ шая çĕкленине, ку тĕлĕшпе малашне те курăмлă ĕçсем пуласса пĕлтерчĕ. Вăл Аслă Пăла Тимешрен килнĕ Анна Кирилловна Шахеева тыл ветеранне, залти халăх ура çине тăнă май, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе наградăларĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ.
Пуласлăх паянхи кунпа никĕсленсе пырать. Пурнăçăн тĕрлĕ сферинче пысăк пултарулăхпа палăракан çамрăксем — пирĕн шанăç. Вĕсен пысăк йышне ахальтен мар Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине пама йышăннă. Хăшĕ-пĕрне Леонард Васильевич çакна çирĕплетекен Свидетельствăсене пачĕ.
Округри пĕр мероприяти те искусство шкулĕнчи Светлана Карамаликова ертсе пыракан «Вдохновение» ташă коллективĕсĕр иртмест. Тăватă ушкăн унăн, унсăр пуçне тата Елчĕк шкулĕнчи кадетсен ултă класĕ! Мĕнле ĕлкĕрет-ши? Ташăçисем вара сцена çинче вут-хĕм сапаççĕ тейĕн: тĕрлĕ композицире вĕсем ташă искусствин чăн-чăн илемне куракан патне туллин çитереççĕ. Уявра та çавах пулчĕ. Çавна май «Вдохновение» коллектива халăх пултарулăхĕн еткерлĕхне упрас тата аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн «Чăваш Республикин кăтартуллă ача-пăча коллективĕ» ят пани — пысăк награда.
Мероприятие СВО ветеранĕ, Суворов орденĕн кавалерĕ, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рияз Феткуллин та хутшăнчĕ. Вăл çакăн пек патриотла акцисем хальхи вăхăтра питĕ вырăнлă пулнине палăртрĕ…
Программăна анлă, пуян хатĕрленĕ, ăна Клавдия Васильевăпа Юрий Петухов питĕ ăста ертсе пычĕç. Акă, «Шевле» ача сачĕн шăпăрланĕсене «Шли солдаты на войну» юрăпа йыхравларĕç сцена çине. Салтак тумĕ те килĕшет хăйсене. Тĕрлĕ хускану туса, кăмăлтан шăрантарчĕç вĕсем. Залран темиçе хутчен: «Маттур!», — тесе кăшкăрнине чăннипех тивĕçрĕç. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти вĕренекенсен «Ленинград блокади» мини-спектакльне хумханмасăр пăхма çуках. Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи «Тарават», Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем», искусство шкулĕ çумĕнчи педагогсен «Мерчен» ансамблĕсем, Виктория Романова, Максим Изратов, Юрий Кашкăр юрăçсем — хăйсем илем. Вĕсемсĕр уяв программи тулли мар пулнă пулĕччĕ.
Патриотлăх çулталăкĕ старт илчĕ. Черетлĕ мероприяти — ыр кăмăллăх концерчĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче (ытларикун) иртет. Унта вырăнти пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чăваш эстрада юрăçисем те хутшăнаççĕ. Эпир те айккинче юлар мар, çĕнтерĕве çывхартма хамăрăн тỹпене хывар.
Н.ФЕДОРОВ.
Сăн ỹкерчĕкĕсем Е.Игнатьеван.