«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи 2024 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен отчетпа суйлав пухăвĕн ĕçне пĕтĕмлетме муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă.
30 çул каялла йĕркеленнĕ «Комбайн» ЯХПК округри ăнăçлă аталанакан хуçалăх шутланать. Экономика кăтартăвĕсем çулран-çул ăнăçлă çирĕпленсе пыракан ял хуçалăх предприятийĕн техника паркĕ усă курма кирлĕ таран техникăпа пуянлансах пырать, производствăра усă куракан çурт-йĕре юсасси е реконструкци тăвасси çине те уйрăм тимлĕх уйăраççĕ.
2740 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан хуçалăхра, паллах, ỹсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕп ĕç шутланса тăрать. Тĕш тырă туса илессипе ытти ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессине сезон вăхăтĕнчи ĕçсен шутне кĕртетпĕр пулсан, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çулталăк тăршшĕпе хуçалăх кассине укçа-тенкĕпе пуянлатма май паракан тĕп çăлкуç пулса тăнине кашни ĕçчен лайăх ăнланать.
2024 çула хуçалăх 10430 пин тенкĕлĕх таса тупăшпа вĕçленĕ. Уй-хиртен пĕтĕмпе 41040 центнер, 1 гектар пуçне шутласан 31 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илнине тишкерес пулсан та (пурĕ 1631 центнер аш-какай, 26057 центнер сĕт) кăтартусем тивĕçлĕ шайра пулни çирĕпленет: усă куракан кашни 100 гектар пуçне илсен 62 центнер аш-какай, 963 центнер сĕт туса илнĕ. Хуçалăх экономикине çулсерен тĕреклетсе пыракан хуçалăхра вăй хуракансен ĕç укçи те шайлашуллă ỹссе пырать: кунта ĕçлекен пĕр çыннăн вăтам ĕç укçи 42044 тенкĕпе танлашнă. Пухура çак тата ытти производство кăтартăвĕсем пирки Гурий Федоров председатель тĕплĕн чарăнса тăнă. Кашни отрасльшĕн яваплă пулса тăракан специалистсем ячĕшĕн анчах мар, тĕплĕ отчет тăвасси те хуçалăхра иртнĕ çулсенченех çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче те вĕсем çывхартнă ỹсĕмсем пирки анчах чарăнса тăман, çитменлĕхсене те палăртнă, 2025 çулта пурнăçламалли тĕллевсене аса илнĕ. Пĕрлехи пухура черетлĕ çур акири ĕç планне çирĕплетнĕ, ку тĕлĕшри ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
Тĕпрен илсен, хуçалăх ака ĕçĕсене пурнăçлама хатĕрленсе çитнĕпе пĕрех. Акма кирлĕ чухлĕ пахалăхлă вăрлăхпа туллин саппасланнă, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисене те кирлĕ таран кỹрсе килнĕ.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кооператив членĕсен умĕнче тухса калаçма тỹр килнипе усă курса уй-хир ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тимлекенсене кашни кунхи пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă, агропромышленность комплексĕн, пĕтĕмĕшле илсен, округри социаллă экономика аталанăвĕнче тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн тав тунă. Çавăн пекех округ пуçлăхĕ пухăва кашни çулхи пекех çỹллĕ шайра ирттерме пултарнине, производствăра малта пыракансене ятарласа çырнă лентăсем тата укçан парса хавхалантарассине ырă йăлана кĕртнине палăртса каланă. Хальхинче те ят-сума тивĕçнисем чылаййăн пулнă, вĕсене савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Леонард Левый хăй те пушă алăпа килмен, Лариса Головина ĕне сăвакан оператора, виççĕмĕш комплекслă бригада бригадирне Владислав Степанова тата ферма ĕçченне Анатолий Дружинина ял хуçалăх производствине нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотисене парса хисеп тунă.
Кооператив правленийĕн председателĕ пулма Гурий Федорова хăйнех тепĕр вăхăта суйланă, правленин çĕнĕ йышне те çирĕплетнĕ. Сăмах май каласан, Гурий Иванович Федоров 1994 çултанпах — «Комбайн» хуçалăх йĕркеленнĕ кунранах хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.