Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тур палли

Тур палли

Калав

Вĕçĕ.

— Паян хĕр ачан амăшĕ килмелле. Ĕнер шăнкăравласа тытаймарăм ăна. Ирхине тепĕр хут шăнкăравласа пĕлтертĕм ĕнерхи инкек çинчен.

— Вика мĕнле майпа аварине лекни паллă-и? — пĕлесшĕн пулчĕ Иван Петрович.

— Хăй каланă тăрăх, мотоциклпа йывăç çумне пырса çапăннă вĕсем пĕр çамрăк каччăпа. Лешне нимĕн те пулман. Эсир пысăк опытлă специалист пулнипе çеç вилĕмрен çăлăнса юлчĕ вăл, — хăй мĕн пĕлнине каласа пачĕ Юрий Всеволодович, çавăнпа пĕрлех ĕçтешĕн ĕçне те пысăк хак пачĕ.

— Реанимацирен халех куçарма юрамасть-ха Викăна. Ыратнине ирттермелли эмелпе укол турĕç-ши ăна? Кĕрсе тухмарăн-и-ха ун патне? — çине-çинех ыйту пачĕ Иван Петрович.

— Уколне çур сехет каяллах тунă. Çывăратчĕ эпĕ пынă чухне. Киле кайиччен сирĕн пата кĕрсе тухас терĕм. Каям-ха эпĕ, — сывпуллашрĕ Юрий Всеволодович.

Çамрăк хирург тухса кайсан та час лăпланмарĕ Иван Петрович. Малта вунултă çула тăсăлнă тĕлпулу кĕтет иккен ăна. Кун çинчен хĕр ачан мăйĕ çинчи пĕчĕк çулçă евĕр турпалли — йăх палли систерчĕ. Вăл амăшĕн те пурччĕ, хăйĕн те çав вырăнтах. Ĕç кунĕ пуçланасси шăп та лăп çур сехет. Хирург реанимаци уйрăмне тепĕр хут кайса килес терĕ. Вика пĕр тикĕссĕн сывласа çывăрнине курсан вăратас темерĕ, алăка майĕпен хупса палатăран тухрĕ.

Шутлама та пултарайман-çке вăл хăйĕн хĕр пĕрчи пуррине. Пĕлнĕ пулсан кирек ăçтан та шыраса тупнă пулĕччĕ чун тĕпренчĕкне! «Эх, Марина, Марина, мĕншĕн пĕр-пĕччен вăрттăн ларса кайрăн-ши пурнăç урапи çине? Ăçта чарăнассине те пĕлтереймерĕн», — ассăн сывларĕ хусах арçын. Пуçри шухăшĕсене телефон шăнкăравĕ татрĕ: «Иван Петрович, операци пỹлĕмĕнче кĕтетпĕр сире. Аманнă икĕ каччăна илсе килчĕç», — илтĕнчĕ Арина Николаевнан хумхануллă сасси.

«Халех çитетĕп», — шантарчĕ те тухтăр, уттине хăвăртлатрĕ.

Икĕ çамрăкран пĕрне палатăна илсе кайрĕç (суранĕсем йывăр пулманран), теприне — операци сĕтелĕ çине.

Операци яланхи пекех ăнăçлă иртрĕ. Хăйсен çăмăлттайлăхĕпе инкеке лекнĕ çамрăксем кĕçех утма-чупма пуçлĕç.

Викăна кăнтăрла иртсен пыма шантарчĕ пулин те палăртнă вăхăтра пулаймарĕ ун палатинче хирург. Пĕр кунта виçĕ операци тумалла пулчĕ. Смена вĕçлениччен кĕрсе тухма вăхăт тупрĕ-тупрех.

Хĕр ача пĕчченехчĕ. Пичĕ çинчи шăйрăксем малтанхи пекех палăрмаççĕ, шыççи те чакма пуçланă, майĕпен сăн кĕрсе пырать. Сенкер куçĕсем самаях чакăрланнă. Нихăçан асран кайми куçсем…

— Мĕнле пурăнать кунта пирĕн хĕр пĕрчи? Ирхинехинчен кăшт самайрах туятăн-и? Температура хăпармарĕ-и? — хĕр ачан сывлăхне пĕлес килчĕ тухтăрăн.

— Пуç ыратать, хушăран хушă çаврăнать. Уколĕсене вăхăтра тăваççĕ. Температура — 37,5, — хуравларĕ Вика.

— Санăн пуç мими вăйлах чĕтреннĕ, çавăнпа пуçу ыратать те, çаврăнать те. Сипленнĕ хыççăн иртсе каять. Малалла мотоциклпа ярăнасси çинчен ан та ĕмĕтлен, — асăрхаттарчĕ Иван Петрович.Паян анне килсе кайрĕ. Вăл та мана мотоциклпа ларса тухса кайнăшăн вăйлах ятларĕ. Сире тав тума хушрĕ.

— Аннỹпе курса калаçмаллаччĕ манăн. Эсир ку хуларах пурăнатăр-и?

— Эпир кунтан 100 çухрăмра пурăнатпăр. Сирĕн хулана кукамайпа кукаçи патне хăнана килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ хĕр ача.

— Ăнлантăм, тавах. Вика, санăн нумай сăмахламалла мар. Паянлăха çитĕ. Тăма та юрамасть, выртас пулать. Лайăх çĕр каçмалла пултăр. Чипер юл. Ыранччен, Виктори, — сывпуллашрĕ хĕр ачапа врач.

Хваттере çитсен кăштах каннă хыççăн телефон шăнкăртатрĕ: «Иван Петрович, сирĕнпе Лаврентьева Викăн амăшĕ калаçать. Тавтапуç сире манăн хĕр ачана вилĕмрен çăлса хăварнăшăн. Хăвăрăнпа куçа-куçăн калаçасшăнччĕ, унăн сывлăхĕ çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Шел пулин те, эсир пушă марри çинчен пĕлтерчĕç. Ыран ирхи сменăра ĕçлетĕр-и эсир?» — илтĕнчĕ Маринăн йĕс шăнкăрав пек уçă сасси. Çак çула çитсе те пĕрре те улшăнман иккен вăл. «Ĕçре вăхăт сахалрах манăн. «Туслăх» кафере паян каçхине 8 сехетре тĕл пулма килĕшетĕр-и?» — ыйтрĕ Иван Петрович сассине хулăнлатса. «Эпĕ хирĕç мар», — пĕлтерчĕ Марина.

Иван Петрович кафене кĕрсен Маринăна шырарĕ. Шăп сакăр сехет çитсен алăкран йăрăс пỹллĕ, сап-сарă çỹçлĕ, çуткам та хитре сăнлă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Арçын ăна çийĕнчех палласа илчĕ, вунултă çул иртмен те тейĕн. Тăчĕ те ун еннелле утрĕ. «Ырă каç пултăр, Марина. Иван Петрович Леонтьев, Викăна операци тунă хирург. Манран хĕрлĕ-хĕрлĕ розăсем», — терĕ хĕрарăма чечек çыххи тыттарса. Маринăн куçĕсем черкке пысăкăш пулса кайрĕç, кĕтмен тĕлпулу калаçаймиех туса хучĕ ăна. «Кунта тăма аван мар, маларах иртĕр», — хĕрарăма хулĕнчен тытса тулли сĕтел умне илсе пычĕ арçын, ларма пулăшрĕ.

«Ваня, Викăна операци тăваканĕ эсĕ пулнине пĕлмен эпĕ. Эсĕ урăх хулара пурăннăран сан çинчен шутлама та пултарайман. Тепĕр хут тав тăватăп сана хĕр ачана вилĕмрен çăлса хăварнăшăн. Эсĕ пулман пулсан мĕн пулнă пулĕччĕ — калама та хăрушă», — хăйне хăй алла илсе тав турĕ Марина.

«Вика манăн хĕр ача пулнине пĕлнĕ пулсан операци тăваймастăмччĕ те пулĕ. Юрать-ха мăйĕ çинчи пĕчĕк çулçă евĕр турпаллине тепĕр ирхине çеç асăрхарăм. Туй умĕн ăçта кайса çухалтăн эсĕ? Вика çинчен мĕншĕн нимĕн те пĕлтермерĕн мана, Марина? Ăçта кăна шыраса пăхмарăм-ши — усси пулмарĕ. Мĕн илсе çитерчĕ сана çак утăм патне?» — хăйне канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене пĕлесшĕн пулчĕ Иван Петрович.

«Нивушлĕ сана аннỹ нимĕн те каласа паман?» — тĕлĕнчĕ хĕрарăм. «Мĕн çинчен каласа памалла пулнă унăн? Анне пурнăçран уйрăлса кайни кĕçех виçĕ çул çитет», — ассăн сывларĕ арçын.

— Пĕлмен, каçар. Иртнисене аса илес килмесен те чăннине пĕлтересех пулать сана, Ваня. Туй кĕпи илме каймалли кун Роза Кирилловна мана телефон урлă хула паркĕнче тĕл пулма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм.

— Марина, ман санпа питĕ кирлĕ калаçу пулать, — терĕ вăл мана çитнĕ-çитмен.

— Эпĕ итлетĕп, — терĕм ун çумне ларса.

— Ваня — манăн пĕртен-пĕр ывăл. Эпĕ ăна ашшĕсĕр, питĕ йывăрпа ỹстертĕм. Унăн халех авланма юрамасть. Çемье вĕренме те, наука ĕçĕсене çырма та, карьера тума та чăрмантарать. Ывăлăма никампа та пайлас килмест. Вăл — манăн шанчăк, тĕрев. Эсир пĕрлешсен, ман çинчен манса каятăр. Ватлăхра пĕччен юлас килмест манăн. Ваньăна качча тухма ирĕк памастăп сана. Итлемесен кайран ỹкĕнмелле ан пултăр, — терĕ ун чухне мана санăн аннỹ. — Киле çитсен выртсах макăртăм. Хам ача кĕтнине туй кунĕнче çеç каласшăнччĕ, сана кĕт- мен савăнăçлă парне пултăр тенĕччĕ. Аннỹ сăмахне итлесе Викăна çурма тăлăх ỹстертĕм, сан пурнăçунтан уйрăлтăм. Атте-аннепе калаçнă хыççăн хваттере сутса эсĕ халь ĕçлекен хулана куçса килтĕмĕр. Вика виçĕ çул тултарсан урăх хулана ĕçлеме вырнаçрăм, — вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Марина.

— Ывăлăм, çынна нихăçан та усал ан ту. Усалли виçĕ хут пысăкланса каялла май таврăнать, — тенĕччĕ анне мана хăй рак чирĕпе чирлесен. Çак хăрушă чире çĕнтереймерĕ вăл, 63 çултах çĕре кĕчĕ. Ку сăмахсене ахальтен каламан иккен. Тупсăмĕ паян тупăнчĕ ав. Эпĕ еплерех асапланнине курсан та тĕрĕссине каламан мана, каçару та ыйтман. Ахальтен курăнмасть пулĕ тĕлĕкре те. Чунĕ ниепле те лăпланмасть унăн. Пĕлетĕп, кун пеккине каçарма питĕ йывăр пулсан та каçарар аннене, Марина, чунĕ канăçтăр.

— Вилнĕ çын çинчен япăх калаçма хушмаççĕ, каçаратăп, — килĕшрĕ хĕрарăм.

— Марина, Викăсăр пуçне кам та пулин пур-и санăн? — тинех хăйне канăç паман тепĕр ыйтăва пачĕ Иван Петрович.

— Туй кĕпи тăхăнса курман эпĕ, Ваня. Хĕрĕмпе çеç пурăнатăп. Çемье çинчен пĕрре те аса илмен, сана юратнă пек урăх никама та юратаймарăм, — тĕрĕссине каларĕ Марина.

— Туй кĕпи тăхăнма кая юлман-ха эпир, 40 çула та çитеймен. Манăн мăшăр пулма килĕшетĕн-и, чунăм? — хумханса ыйтрĕ Иван Петрович.

— Паллах, килĕшетĕп, савниçĕм, — пулчĕ хурав.

Темиçе çул хушшинче те сỹнмен юрату вăй илсе çĕнĕрен хĕмленсе çунма пуçларĕ. Унăн хĕрỹлĕхĕ вĕсен тĕпренчĕкне сывалма пулăшатех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code