Четверг, 27 марта, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тыр-пул тухăçĕ — хамăр алăра

Тыр-пул тухăçĕ — хамăр алăра

Тухăçлă тыр-пул алла илесси паха вăрлăхпа тата минераллă удобренисемпе шайлашуллă усă курнинчен килнине тĕпе хурса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче кашни çул май пур таран çĕнĕ вăрлăхсем туянаççĕ, минераллă удобренисене те малтанах хатĕрлеме тăрăшаççĕ.

Чылайăшĕ 2025 çулхи çур акинче усă курма чи лайăх вăрлăхсене туянма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕрĕсех, вăрлăхпа малтанах çителĕклĕ таран саппасланмалла — кая юлсан каю шăтма та пултарĕ. Çĕнĕ вăрлăхсем кỹрсе килесси çине уйрăм тимлĕх уйăракансене палăртса калани те вырăнлă пулма кирлĕ тесе шутлатпăр. Тĕслĕхрен, черетлĕ çур аки валли «Сатурн» ЯХПКра 20 тонна Ликамеро çурхи тулă, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 10 тонна Тевкеч элита репродукцири урпа, 17 тонна Зауральский простор (элита) çурхи тулă, «Комбайн» ЯХПКра 10 тонна «Ульяновская-100» супер элита репродукцири çурхи тулă, С.В.Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 10 тонна Тевкеч (элита) урпа вăрлăхĕсене туяннă.

Февралĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсен, округри ял хуçалăх организацийĕсенче черетлĕ çур акинче усă курма пурĕ 2067 тонна минераллă удобрени хатĕрленĕ. Çав шутран: «АСК-Яльчики» ОООра — 499, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра — 220, «Яманчурино» ОООра — 200, «Комбайн» ЯХПКра — 200,»Энтепе» ОООра — 194, «Рассвет» ЯХПКра — 189, «Клевер» ОООра — 159, Елена Цветкова ХФХра — 299, Виталий Васильев ХФХра — 88, Юрий Цветков ХФХра 29 тонна.

Çур аки çывхарса пынă май «Раççей ял хуçалăх центрĕн» республикăри филиалĕ иртнĕ çулсенчи пекех хуçалăхсемпе уйрăм çынсене ỹсен-тăрана ỹссе аталанма тата тухăçа ỹстерме пулăшакан биопрепаратсемпе тивĕçтернине аса илтерес килет. Унсăр пуçне, кăçал хĕллехи çанталăк ăшă тăнине пула уй-хирте, уйрăмах кĕр тыррисен лаптăкĕсенче, кушак кайăкĕ алхасма пуçланине Россельхозцентр специалисчĕсем çине-çинех тупса палăртаççĕ. Çакна шута илсе лаптăксене илĕртмĕш (приманка) сапса тĕп тумалли паллă. Çак ĕçе те кая юлмасăр — паян-ыранах пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Унсăрăн тухăçсăр тăрса юласси те куç умĕнче. Хальхи вăхăтра кушак кайăкĕнчен хăтăлмалли препарата та пирĕн патăртанах туянма пулни çинчен пĕлтеретпĕр. Сăмах май каласан, «Яманчурино» ОООра кушак кайăкĕ ĕрчеме тытăннă кĕр тыррисен лаптăкĕсене кĕске вăхăтра илĕртмĕш сапса сиенсĕрлетме пултарчĕç.

О.КАРСАКОВ,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн округри уйрăмĕн тĕп агрономĕ,
агрохимик.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code