Суббота, 19 апреля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырăва хакласа

Çырăва хакласа

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă хыççăн пуçра нумай шухăш çаврăнчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документа мĕншĕн йышăнаççĕ çулсерен? Халăх ырлăхĕшĕн вăл: пурнăç шайне ỹстерсе, республикăн экономикипе социаллă пурнăçне аталантарса пыма май паракан тĕллевлĕ çул-йĕрĕн никĕсĕ.

Эпĕ чи малтанах Çырура çемьесене пулăшу памалли тата вĕсене пулăшса пымалли мелсене анлăлатса пыма палăртнине ырлатăп. Çакă вăл çемьесене çирĕплетсе пыма пулăшать. Çемье çирĕп пулсан патшалăх та çирĕп пуласса эпир лайăх пĕлетпĕр. Палăртма кăмăллă, виççĕмĕш ачашăн паракан регионти амăшĕн капиталне 200 пин тенкĕ таран ỹстернĕ, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса памалли черет, унччен чылай çул пухăнса пынăскер, палăрмаллах чакать. Нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕ вырăнне пĕр хутчен паракан укçа-тенкĕ тỹлевĕ илмелли май йĕркеленчĕ. Курăмлă пулăшу ку. 250 пин тенкĕ виçепе танлашакан сертификат çемье бюджетне самай çирĕплетет. Çĕнĕлĕх — 2025 çултан тытăнса Чăваш Енре ачаллă çемьесене пулăшу памалли пĕтĕм тĕп меле пĕрлештерекен «Çемье» наци проекчĕ хута кайни. Вăл ача çураласлăх шайне ỹстересси, демографи лару-тăрăвне ỹстересси çине ырă витĕм кỹрессе шанма май парать. Чи кирли — пурте килĕшỹре пурăнар, ĕçлер, тăвалла пулсан та малаллах утăмлар.

Зинаида ЯКОВЛЕВА, Елчĕк муниципалитет округĕн общество палатин председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code