Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсене манмаççĕ

Паттăрсене манмаççĕ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче — Тăван çĕршыв тулашĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланă Раççей çыннисен асăну кунĕ. Çак куна Демократиллĕ Афганистан Республикинче вырăнти халăхăн интересĕсене хỹтĕленĕ воин-интернационалистсем те çулсерен паллă тăваççĕ.

Кăçал ветерансем Елчĕкри «Улăп» ФОКра пуçтарăнма кăмăл турĕç, мĕншĕн тесен вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Юрий Григорьева (Кивĕ Эйпеç) халалланă баскетболистсен черетлĕ турнирĕпе пĕр килчĕ. Ăмăрту пуçланиччен афганецсене хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн округри уйрăмĕн председателĕ, Афган вăрçин инваличĕсен округри пĕрлĕхĕн ертỹçи Петр Анисимов саламларĕ, организацин ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Ĕнерхи салтаксен пĕр йышне «Патриотла ĕçе активлă хутшăннăшăн» медальпе чысларĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнисемпе округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев та тĕл пулчĕ. Вăл вĕсен паттăрлăхĕ Тăван çĕршыва юратнин тата парăннин палли пулса тăнипе пĕрлех çитĕнекен ăрушăн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине каларĕ. РФ Пенси фончĕн Елчĕк округĕнчи клиент службин ертỹçи Владимир Егоров та яланхи пекех вĕсен хушшинче. Вăл çар çыннисене тата уйрăммăн интернационалла тивĕçе пурнăçланă салтаксене пырса тивекен çăмăллăхсем пирки пĕлтерчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ…

Афган вăрçин паттăрĕ Юрий Григорьев ĕмĕрлĕхех куç хупни те 37 çул ĕнтĕ. Анчах астăвăм сỹнмест. Ун ячĕпе пуçланă турнира пĕр тăванĕсем — Вячеслав, Алексей, Галина, Марина Григорьевсем тата Леонид Григорьевăн çемйи çулсерен тивĕçлĕ шайра йĕркелеççĕ, пĕтĕм командăсене туллин хавхалантараççĕ.

Турнирта 6 командăран Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн спортсменĕсем çĕнтерчĕç. Финалти тĕп вăхăта вĕсем, Елчĕксемпе тĕл пулнă май, пĕрешкел шутпа вĕçлерĕç. Вăййăн хушма пайĕнче кăна ăнăçăва хăйсен енне пултарчĕç «туртса» илме. Виççĕмĕш вырăнта — Аслă Елчĕксем.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code