Вторник, 6 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç рынокĕнчи лару-тăру мĕнле?

Ĕç рынокĕнчи лару-тăру мĕнле?

Елчĕк муниципалитет округĕнче 2024 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче ĕç шыраса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 509 çын ыйтупа тухнă.

2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 29 çынна шута илнĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,38 процентпа танлашнă. Ĕç рынокĕнчи коэффициент çивĕчлĕхĕ 0,61 единица шутланнă.

2024 çулта центр специалисчĕсем хутшăннипе 436 çынна (яланлăх ĕç вырăнне — 55, вăхăтлăха — 381) ĕçе вырнаçтарнă. 376 çынна учета илнĕ хыççăн 10 кун хушшинчи тапхăрта хăйсене килĕшекен ĕçпе тивĕçтернĕ. Центрта шутра тăракан граждансене ĕçпе тивĕçтерессин шайĕ 85,66 процентпа танлашнă.

Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕр тăрса юлнă 15 çын професси тата хушма професси пĕлĕвĕ илме пултарнă. Хальхи вăхăтра ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисемпе специальноçсене, тĕслĕхрен, тракториста — 7 çынна, погрузчик водительне (1), «Е» категорири водителе (1), хуралçăна (4), делопроизводителе (1), котельнăй операторне (1) алла илме пулăшнă.

Ĕç шыракан граждансене пулăшу ĕçĕсемпе тулли, тухăçлă йĕркелес, ĕç паракансене кулленхи ĕçре чăннипех кирлĕ специалистсене тупса парас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем 2024 çулта 9 ваканси ярмăркки (3-шне çар комиссариачĕн представителĕсем хутшăннă) йĕркеленĕ.

2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне административлă регламентпа килĕшỹллĕн професси ориентацийĕ тĕлĕшĕпе 442 çынна патшалăх пулăшăвĕ панă. Çав шутран 234-шĕ — хĕрарăмсем, 246-шĕ — 14-29 çулсенчи граждансем, 7-шĕ — инвалид.

Профориентаци ĕçĕн тĕп тĕллевĕ вăл — ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене професси квалификацине ỹстерме, çĕнĕ професси суйласа илме, професси компетентлăхĕн тата ĕçри мобильлĕхе ỹстерме пулăшасси пулса тăрать. Отчетлă тапхăрта професси пĕлĕвĕ илес умĕн 15 çынна патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ пулăшупа усă курма майсем туса панă.

Профориентаци ĕçне кирлĕ шайра йĕркелесе пырас, çапла майпа рабочи профессин сумне ỹстерес, çитĕнекен ăрăва мĕн çамрăкран производство ĕçне хăнăхтарас тата çуллахи каникулти вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлеме майсем туса парас тĕллевпе округри шкулсенче вĕренекенсене Елчĕкри пушар чаçне, çăкăр пĕçерекен завода экскурсисене илсе тухнă.

Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене психологи тĕлĕшĕпе тĕрев парасси те ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Çак пулăшупа патшалăх заданийĕпе килĕшỹллĕн «Аспект» вĕренỹпе методика центрĕн психологĕсем тивĕçтереççĕ. Отчетлă тапхăрта «Аспект» специалисчĕсем «Познай себя и будь успешен» тата «Технология успеха» ятпа 2 тренинг ирттернĕ. Палăртнă психологи пулăшăвĕпе тĕрлĕ категорири граждансене тивĕçтернĕ. Апла пулин те çав шутран 52 проценчĕ — ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсем, çавăн пекех 16 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи çамрăксем (37 процент) пулнă. Тренинга кăçал та 25 çын хутшăннă, вĕсенчен 4-шĕ — пенси çулне çывхаракансем, 2-шĕ — инвалид.

2024 çулта социаллă адаптаци программине 30 çын хутшăннă, 15-ĕшне ĕçе вырнаçтарнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр отчетлă тапхăрта ĕç вырăнĕсем йĕркелес тата çынсене обществăлла ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе предприятисемпе тата учрежденисемпе 12 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çапла майпа обществăлла ĕçсене пурнăçлама 22 çынна явăçтарнă. Çак тĕллевпе республика хыснинчен 39,97 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.

Ĕç тупассинче йывăрлăхсемпе тĕл пулакан граждансене пулăшасси çине те çулсерен пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çак тĕллевпе иртнĕ çул ĕç паракансемпе 8 килĕшỹ çирĕплетнĕ, 9 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă.

Вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă тапхăрта, палăртнă ĕç укçисĕр пуçне, граждансен ĕçпе тивĕçтерекен центртан пĕр уйăхра 1611 тенкĕрен пуçласа 3222 тенкĕ таран илсе тăма ирĕк пур. Вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă çынсене тỹлеме иртнĕ çул 20,33 пин тенкĕ уйăрса панă.

2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14 çултан пуçласа 18 çула çитичченхи 363 çамрăка вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсене округ территорийĕнчи палăксене тирпей-илем кĕртме явăçтарнă. Ку енĕпе уйрăмах Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Курнавăшри, Лаш Таяпари, Кушкăри, Çĕнĕ Пăвари, Елчĕкри, Аслă Елчĕкри шкулсем, «Стройэнергосервис» ООО, «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртатпăр. Ачасене ĕçпе тивĕçтернĕшĕн тỹлеме 147,48 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр программине вăтам професси пĕлĕвĕ илсе пĕрремĕш хут ĕç шыракан 18 çултан пуçласа 25 çулчченхи çамрăксене хавхалантарассине те кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн «Мастер строительных и монтажных работ» профессие алла илнĕ 1 выпускника «Стройэнергосервис» ОООна ĕçе илнĕ.

Е.ЖУКОВА,
халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрти уйрăм
начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code