Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви «Ĕç сыхлавĕ — ачасен куçĕсемпе» ỹкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса тăратнă 500 ĕçе икĕ номинацире хакланă. Унта Елчĕкри искусство шкулĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Римма Парферьева преподаватель ертсе пыракан кружокри ачасем те тăратнă хăйсен ĕçĕсене: Марийăпа Михаил Муратовсем, Апполинария Смирнова, Валерия Медведева, Федор Тимофеев.
А.Смирнова хăйĕн ĕçĕпе (сăн ỹкерчĕкре) 7-9 çулсенчи ачасемпе палăртнă номинацире 3-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Чăннипех пысăк çитĕнỹ.
Ачасем хушшинче ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене çĕклени те кирлех çав.