Среда, 16 июля, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Пушкин карттипе» усă курса

«Пушкин карттипе» усă курса

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем «Культурная Среда» акципе килĕшỹллĕн республикăри округсенче пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Елчĕкри культура керменĕнче театр труппи шкул ачисене «Чунăм Лиза-Акулина» романтикăллă камите йыхравланă. Ăна Александр Пушкинăн «Барышня-крестьянка» повеçĕ тăрăх лартнă.

Вунă çынран тĕп рольсене — Лиза Муромскаяпа Алексей Берестова — Надежда Зубковăпа Григорий Петров сцена ăстисем питĕ ĕнентерỹллĕ калăпланă. Лизăн çывăх тантăшне, Настьăна, пирĕн ентеш, Тĕмер ялĕнче çуралнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Яковлева вылянă.

Вĕренекенсене спектакль питĕ килĕшнĕ. «Пушкин картти» пурри аван çав: тавра курăма анлăлатас çула уçса пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code